Татьянăсен конкурсĕ
28 Jan, 2016 | Çамрăксем

Студентсен кунĕнче, кăрлачăн 25-мĕшĕнче, «Атăлçи тăрăхĕнчи Татьяна» конкурса ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал вăл Саратоври патшалăх университетĕнче иртнĕ.

Пĕлтĕр Саратоври Татьяна Богданова çĕнтернĕ. Кăçал Чăваш Ен чысне Татьяна Попова хÿтĕленĕ. Конкурса 8 регионти Татьянăсем хутшăнма кăмăл тунă. Чиперккесем хăйсен пултарулăхне кăтартнă: сăвă пăхмасăр каланă, ташланă, юрланă… Конкурс вĕçленсен официаллă ушкăнра сасăлав иртнĕ. Жюри пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн, çĕнтерÿçĕ ятне Саранскри Татьяна Ведьмакина тивĕçнĕ. Вăлах «Ытарлăх мисĕ» номинацире мала тухнă. Вице-мисс ята Чаллă Çыр хулинчи Татьяна Хохлова илтнĕ. «Туслăх мисĕ» номинацире Чĕмпĕр пики Татьяна Михеева çĕнтернĕ. Ăна финала тухнă хĕрсем вăрттăн сасăлав мелĕпе суйланă. Шупашкарти Татьяна Попова вара куракансен кăмăлне кайнă.

Ирина АЛЕКСЕЕВА