Тата 830 млн тенкĕ - аталану валли

19 Çурла, 2019

Министрсен Кабинечĕн тунтикун Иван Моторин премьер ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕн кун йĕркинче пĕртен-пĕр ыйту пулчĕ — республикăн 2019 çулхи тата планпа пăхнă 2020, 2021 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси.

Шучĕпе бюджетăн кăçалхи виççĕмĕш тÿрлетĕвĕ пулать. Вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина пĕлтернĕ тăрăх, саккун проекчĕпе килĕшÿллĕн бюджет тупăшне 830 млн тенкĕлĕх ÿстерме палăртнă, пĕтĕмĕшле тупăш 56 млрд тенкĕ пулĕ – иртнĕ çулхипе танлаштарсан 13,3% хăпарать. Хушăнакан виçере хамăрăн тупăш тÿпи курăмлă — 628 млн тенкĕ. Федераци бюджетĕнчен параканни — 202 млн тенкĕ. Республика бюджечĕ «мăнтăрланнине» кура регионăн пĕрлештернĕ хысни те, паллах, пысăкланать — 64 млрд тенке çитет.

Хушма тупăшпа мĕнле усă курассине уçăмлатнă май Светлана Александровна наци проекчĕсене пурнăçлама яракан виçе тата 597 млн тенкĕлĕх пысăкланассине çирĕплетрĕ. Çапла вара кăçал асăннă тĕллевпе уйăракан укçан пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 10,2 млрд тенкĕпе танлашĕ.

Капиталлă строительствăна хывакан инвестицисем пысăк. Ача сачĕсен, Атратьри психоневрологи интерначĕн çывăрмалли çĕнĕ корпусĕн, Шупашкарти çĕнĕ поликлиника строительстви, тăлăхсене хваттерсемпе тивĕçтерме, автомобиль çулĕсен юсавĕпе реконструкцийĕ валли хушма укçа пулĕ. Тата — вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн çĕнĕ учрежденийĕсене сĕтел-пуканпа, оборудованипе тивĕçтерме.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас