Тата 13 васкавлă пулăшу машини

17 Çурла, 2016

Раççей Федерацийĕн Правительствин 2016 çулхи çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнчи хушăвĕ тăрăх кăçалхи авăн уйăхĕнче Чăваш Республикине васкавлă медицина пулăшăвĕн В класлă 12 автомобилĕ тата С класлă пĕр реанимобилĕ «Форд транзит» автомобиль килсе çитмелле.

2013-2015 çулсенче Чăваш Енре автопарка аванах çĕнетнĕ. Тĕслĕхрен, сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программăпа тата федерацин çул-йĕр çинчи инкексене сирес тĕллевлĕ программипе килĕшӳллĕн пирĕн республикăна васкавлă медицина пулăшăвĕн 7 машинипе тивĕçтернĕ.

Республикăра васкавлă медицина пулăшăвĕпе куллен тивĕçтерессишĕн тухтăрпа фельдшерăн 100 бригади талăкĕпех ĕçлет. Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем чĕнсе илнĕ тĕслĕхсен 97 процентне вăхăтра пырса çитеççĕ. Хуласенче бригадăсем пулăшу кĕтекен вырăна 12,5 минутра пыраççĕ, ялсенче вăтам кăтарту 15,7 минутпа танлашать.

Çитес вăхăтра Раççей субъекчĕсене васкавлă медпулăшăвăн 1317 машинипе тивĕçтерĕç. 2016 çулта сывлăх сыхлавĕн тытăмне хамăрăн çĕршыв производителĕсем туса кăларнă автомобильсене çеç сĕнĕç.

А.КУПРИЯНОВА.

 

Рубрика: