ТАССпа çыхăнса

1 Раштав, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Мускавра Раççей информаци телеграф агентствин /ТАСС/ генеральнăй директорĕпе Сергей Михайловпа тĕл пулнă.

Информаци сферинче çыхăну тытса ĕçлес ыйтусене сÿтсе явнă. ТАСС хăй енчен агентствăн республика çинчен каласа паракан информаципе тишкерÿ материалĕсемпе вулакансен анлă йышне паллаштармашкăн пĕтĕмпех тума шантарнă. Михаил Игнатьев республикăн социаллă пурнăçпа экономикăри пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмĕсене çутатас тĕлĕшпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме хатĕррине çирĕплетнĕ.

ТАССа панă интервьюра Михаил Игнатьев журналистсен регионпа, унăн ертÿçисем 2017 çул валли палăртакан тĕллевсемпе çыхăннă ыйтăвĕсене хуравланă.

Н.АНДРЕЕВ.