Тăшману ан пĕлтĕр тесен юлташна нимĕн те ан кала

Çапла калаççĕ авалхи йăла-йĕркене çирĕп пăхăнакан таджиксем

Таджиксем пĕтĕм тĕнчипех сарăлнă. Йышĕ те пысăк вĕсен — 40 миллион çын. Вĕсем Вăтам Азире, Афганистанра тата Иранра ытларах пурăнаççĕ. Тăван çĕршывĕнче — Таджикистанра — 7 миллион таджик тĕпленнĕ. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ тăрăх — пирĕн çĕршывра 200 пин ытла таджика шута илнĕ. Чăваш Енре те çак халăхăн йышĕ пĕчĕк мар — 3 пине яхăн.

Кĕçĕннисем йăнăшаççĕ, аслисем каçараççĕ

Пирĕн республикăри таджиксен наци культура центрĕ 2013 çулта чăмăртаннă. Унăн председателĕ Абдулмаджид Гафуров каланă тăрăх — йăхташĕсем çĕр ĕçĕпе пурăнаççĕ, суту-илÿре тăрăшаççĕ, выльăх çитĕнтереççĕ, ал ăсти те чылай. Чăваш Ен таджикĕсем ытларах суту-илÿпе хула хуçалăхĕн, строительствăпа юсав сферинче вăй хураççĕ. Пирĕн республикăна вĕсем Таджикистанпа Узбекистанран пахча çимĕç, улма-çырла, типĕтнĕ çимĕçсем, мăйăр илсе килсе сутаççĕ. Çавăн пекех качака çăмĕпе тĕкĕ, кавир турттараççĕ. Суту-илÿ ĕçне вĕсем хĕрарăмсене те явăçтараççĕ, çавăнпа пасарта таджик хĕрне курсан тĕлĕнме кирлĕ мар. Пирĕн республикăра хутăш çемьесем те пур: таджик каччипе чăваш хĕрĕ пĕрлешнĕ тĕслĕх чылай иккен. «Лашана — çумăр айĕнче, арăма уявра ан суйла», — теççĕ халăхра. Чăваш Ене таджиксем иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Таджикистанра вăрçă пуçлансан килме тытăннă. А.Гафуров хăй те çав тапхăрта пирĕн пата куçса килнĕ.
Сади Бурхонов — Шупашкарти таджиксен йышĕнче чи аслисенчен пĕри. 67 çулти аксакал Чăваш Енре 11 çул пурăнать. Унччен вăл чылай çул Çĕпĕрте ĕçленĕ. Ачисем Мускавра тĕпленнĕ. «Кунта килĕшет мана. Хăтлă та таса, канлĕ, тавралăх илемлĕ. Тăван çĕршыва çитекенни нимĕн те çук паллах», — терĕ Сади Васиевич. Шупашкарта вăл мăшăрĕпе тата мăнукĕпе пĕрле пурăнать.
10 çулти Сунатулло Бурхонов çинчен хăйсен хушшинче çамрăк артист теççĕ. Шупашкарти 19-мĕш шкулта вĕренекен ача юрлама-ташлама, музыка инструменчĕ калама ăста. «Хамăр халăхăн параппанĕ уйрăмах чуна çывăх. Унпа калама мана асатте вĕрентрĕ. Вăл хăй те музыка енĕпе пултаруллă. Ăна вара унăн аслашшĕ вĕрентнĕ», — терĕ Сунат. Таджик ачи тĕрлĕ уявра хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать. Шкулти мероприятисенче те хастар вăл, яланах — сцена çинче. Маттурскер музыка шкулне те çÿрет, унта фортепиано вăрттăнлăхĕсене ăса хывать. Сунат спортпа та туслă, кĕрешÿ секцийĕнче ăсталăха туптать.

Кашни чечекĕн хăйĕн илемĕ

Çамрăк таджиксем пирĕн республикăри тĕрлĕ вĕренÿ учрежденийĕнче пĕлÿ илеççĕ. Акă Мухаммадазиз Мусурмоновпа Сарвиноз Гафурова И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренеççĕ. Вĕсем — пулас тухтăрсем. «Эпир кунта çемйипех пурăнатпăр. Пирĕн килте — 5 ача. Атте-анне суту-илÿре вăй хурать. Канмалли кунсенче вĕсене пулăшма каятпăр. Манăн тус нумай. Вĕсен йышĕнче тутар та, узбек та, вырăс та пур. Эпир час-час тĕл пулатпăр, библиотекăна, тĕрлĕ уява пĕрле çÿретпĕр», — терĕ таджик хĕрĕ. Вăл хăйĕн пуласлăхне медицинăпа çыхăнтарасшăн, ача-пăча больницинче ĕçлесшĕн. Мухаммадазиз вара шăл тухтăрĕ пулма хатĕрленет. Унăн çемйи те Шупашкара темиçе çул каяллах куçса килнĕ. Малалла вулас...

Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.