Тарса ÿкеймен
14 Oct, 2015 | Пулса иртни

Шупашкарăн кăнтăр енчи çĕнĕ районĕнче дежурствăра пулнă ДПС инспекторĕсем раципе 12 сехет тĕлнелле хыпар илнĕ: пĕр çамрăк çын лавккаран шурă эрех кĕленчишĕн укçа тÿлемесĕрех тухса тарнă, машинăпа ларса кайнă иккен.

- Хыпар илтĕмĕр кăна - хайхи "Лада Приора" шăпах эпир тăракан тĕлтен иртсе кайрĕ, - каласа парать ДПСăн уйрăм батальонĕн инспекторĕ Денис Андреев. - Эпир - ун хыççăн. Водитель хăйне хăваланине ăнланса илчĕ ĕнтĕ - çуртсен картишĕсене кĕрсе кайса çухаласшăн пулчĕ. Анчах малалла çул çук çĕре лекнипе унăн чарăнма тиврĕ. Эпир руль умĕнчи çыннăн водитель удостоверенийĕ те пулманнине пĕлмен те.

Машинăра тата 3 пассажир, каччăсем, пулнă. Малтанах алăксене питĕрсе салонран тухасшăн пулман-ха. Полицейскисем хистенине те хăлхана чикмен. Анчах хăçанччен ларĕç ĕнтĕ - парăнма тивнĕ.

Пурте ÿсĕр. Лавккаран вăрласа тухнă эрех те - машина бардачокĕнчех. Руль умĕнчи çын ÿсĕрри çитмест-ха - вăл ПАИ сотрудникĕсене водитель удостоверенине те кăтартайман. 22 çулти çамрăкăн çак документ пачах та çук иккен. Анчах ку ăна машинăпа çула тухма чăрмантарман. Йĕкĕт ашшĕн автомобилĕпе çемье пуçĕ ирĕк памасăрах ларса тухнă иккен.

Çавна май "çарату" статьяпа уголовлă ĕç пуçарнисĕр пуçне каччă тĕлĕшпе руль умне ÿсĕрле ларнăшăн адмпротокол та çырнă. Куншăн та 15 талăклăха арестлеме пултараççĕ.

И.СУРКОВА

И.СУРКОВА