Таркăна тытнă

7 Утă, 2015

28 çулти Петр Алексеев судпа айăпланнă та - çитес çул ирĕке тухатчĕ ĕнтĕ. Халь вара колонипе часах сывпуллашаймĕ.

Ăна пĕлтĕрхи июньте çынна хĕненĕшĕн, ют пурлăха вăрланăшăн айăпласа 2 çул çурăлăха ирĕклĕхсĕр хăварнă, колони-поселение ăсатнă. Унти режим пит çирĕп тееймĕн, апла пулин те Алексеева колонири пурнăç йăлăхтарса çитернĕ пулас - вăл кăçалхи майăн 9-мĕшĕнче каçхине Улатăр районĕнчи юсанмалли учрежденирен тухса тарнă. Ирĕкре вăрах пулайман, ăна тепĕр куннех Етĕрне районĕнчи пĕр хушма хуçалăх территорийĕнче тытса чарнă.

Нумаях пулмасть Улатăр районĕн сучĕ çамрăк çын тĕлĕшпе çĕнĕ приговор палăртнă. Колонирен тарнăшăн ăна 2 çул та 2 уйăхлăха ирĕклĕхсĕр хăварма йышăннă. Унчченхи айăплав вăхăчĕ те вĕçленмен вĕт, çавна май кивĕ тата çĕнĕ приговорсен вăхăчĕ хушăннă та - пĕтĕмпе вăл йĕплĕ карта леш енче 3 çул çурă пулĕ. Халĕ çак вăхăта Алексеев çирĕп режимлă колонире ирттерĕ.

К.НИКОДИМОВ.

Рубрика: