Тăрăшсан ăнăçу пулатех

25 Нарăс, 2016

Паян Тăвай тата Вăрмар районĕсен депутачĕсен Пухăвĕсен анлă ларăвĕсем иртрĕç. Кун йĕркинче пĕртен-пĕр ыйту - муниципалитетсен социаллă пурнăçĕпе экономикăн пĕлтĕрхи аталанăвĕ тата 2016 çулхи тĕллевсем. Районсен администраци пуçлăхĕсем Владимир Ванерке тата Александр Тихонов докладсенче çитĕнÿсемпе пĕрлех 2015 çулта пурнăçланайман ĕçсене те палăртрĕç.

Тăрăшса вăй хунăран Тăвайсемпе Вăрмарсем ял хуçалăхĕнче уйрăмах пысăк çитĕнÿсем тунă. Тырпул, çĕрулми, пахчаçимĕç тухăçлă çитĕнтернĕ. Тăвайсем кашни ĕнерен çулталăкра вăтамран сĕт сăвассипе район историйĕнче пуçласа 5 пин килограмран иртнĕ.

Тĕплĕнрех - çитес номерте.

Рубрика: