Тантăш № 15 (4633) 18.04.2019

18 Ака, 2019

* Александр Кăлкан çырнă «Хăравçă Мулкач» юптарăва шкулта питĕ юратаççĕ иккен. Конкурсра ăна 6 хут кăтартрĕç! Анчах та вăл йăлăхтармарĕ. Мĕншĕн-ха? Ара, кашни инсценировка тĕрлĕрен пулчĕ. Сăнарсем те кашнинчех хăйне евĕрлĕ ("Ялан ăспа çÿресен ялти ватă ятламасть". Валентина СЕЛЕНИНА)

Çĕнĕ Лапсарти Елена Елисеева ертсе пыракан эстрада ташшин «Локинэ» халăх ансамблĕ 3 теçетке çул пултарулăх конкурсĕсенче — малтисен ретĕнче. Вырăнти культура çурчĕ çумĕнче кун çути курнăскер ят-сум çĕнсе илнĕ. Тухăçлă ĕçлесе пырса ансамбль 2011 çулта халăх ятне тивĕçнĕ ("Локинэ" - пултаруллă ачасен йăви)

Чăваш Республикин Культура тата Вĕрентÿ министерствисем, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш наци конгресĕ, Чăваш наци библиотеки, «Хыпар» Издательство çурчĕн «Тантăш» чăваш ачисен хаçачĕ, Çеçпĕл Мишши музейĕ чăваш поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература пултарулăх конкурсне ирттереççĕ ("Çĕнĕ хум" конкурс)

* Сцена çинче юптараттăмăр...

* Йăлтах пĕр сас паллирен: шкул шăпăрланĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.