"Тантăш", 49 /4411/ №, 2014, декабрь, 4

4 Раштав, 2014

Сар чечек те тунсăхлать - ăшă çумăр çумасан, Шкул ачи те тунсăхлать - «Тантăш», «Тетте» пулмасан... Декабрĕн 2-мĕшĕнче Муркашри Культура çуртĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн Кунĕ иртрĕ.

Сочинени çыратпăр. Шкултан вĕренсе тухма хатĕрленекенсем ĕнер яваплă тĕрĕслев витĕр тухрĕç - вырăс литературипе экзамен тытрĕç.

Юрла, Катя, юрла, е юрă - туйăмсен сасси. Юрă - халăх пурнăçĕн çутă тĕкĕрĕ. Илемлĕ те çепĕç юрă ăшă калаçуран та çăмăлраххăн юхать.

Унран тĕслĕх илмелли пурах. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекенсене тĕрлĕ енлĕн аталанма йывăр мар, мĕншĕн тесен кунта условисем питĕ аван.

Куршанкă-Шăхалĕн çутă малашлăхне ĕненетпĕр. Тăван ялăм çапла пуçланнă. Куршанкă-Шăхаль (Коршанги-Шигали) Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнче вырнаçнă.

Чи хастаррисем те маттуррисем! Чăваш Республикинче 9 хула. Куславкка çак йыша 1967 çулта кĕнĕ. Чăваш Енри чи çамрăк хуласенчен пĕри вăл.