Талисман суйлаççĕ

6 Юпа, 2016

2018 çулта пирĕн çĕршывра Пĕтĕм тĕнчери футбол чемпионачĕ иртĕ. Вăл 11 хулари 12 стадионра пулĕ. Шупашкарта тренировка ирттермелли 2 база вырнаçĕ. Халĕ чемпионат талисманне суйлаççĕ.

Кушак, кашкăр е тигр талисман пулаять. Суйлава Пĕтĕм тĕнчери футбол федерацийĕн официаллă сайтĕнче ирттереççĕ. Малтан талисмана 2 тапхăрпа суйланă. Пĕрремĕшĕнче 50 пин çын хăйне килĕшекен 10 сăнаршăн сасăланă, унтан ÿнер енĕпе пĕлÿ илекен студентсем вĕсене «чĕртнĕ». Халĕ сайта кĕрсе финала тухнă 3 чĕрчунран пĕрне суйламалла. Ăмăртăвăн талисманĕ хăшĕ пулассине юпан 21-мĕшĕнче Пĕрремĕш каналпа тÿрĕ эфирта пĕлтерĕç.

Рубрика: