Тăлăхсем ăмăртаççĕ, çывăх çыннисене кĕтеççĕ

24 Авăн, 2014

Шупашкарти ача çуртĕнче спартакиада иртрĕ

Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум çывхарнă май республикăри организацисемпе учрежденисенче тĕрлĕ ăмăрту йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Пĕлтерĕшлĕ пулăмран Шупашкарти ача çурчĕн воспитанникĕсемпе педагогĕсем те айккинче юлас темерĕç: "Хаваслă стартсем" спартакиада ирттерчĕç.

Спорт уявне ача çурчĕн директорĕ Маргарита Павлова уçрĕ. Палăртмалла: Маргарита Яковлевна - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, нумай çул Шупашкар районĕн администрацийĕн культура пайне ертсе пынă. 2012 çултанпа - Шупашкарти ача çурчĕн директорĕ. "Юлашки уйăх спорт мероприятийĕсемпе пуян пулчĕ. Нумаях пулмасть пирĕн воспитанниксем Атăлçи спартакиадинчен таврăнчĕç, çак кунсенче ирхи зарядкăна тăтăмăр. Çавăн пекех эпир кашни çул Нацисен кросне хутшăнатпăр. Спортпа туслă çын - хăюллă та патвар, вăйлă та пултаруллă, вăл пур йывăрлăха та çĕнтерме пултарать. Пурне те сывă пурнăç йĕркине пăхăнма чĕнетĕп", - терĕ Маргарита Яковлевна. Спартакиадăна хутшăнакансене ЧР кире пуканĕ йăтакансен федерацийĕн ертÿçи Юрий Карпов, РФ физкультурăпа спорт отличникĕ Петр Сидоров тата ыттисем саламларĕç. Хăнасем ачасене пирĕн ентешрен, тĕнче чемпионĕнчен, Куславккари интернат шкулта ÿснĕ Сергей Кирилловран тĕслĕх илме сĕнчĕç.

Çамрăк спортсменсем профессионалсен пултарулăхĕпе те паллашма пултарчĕç. Кикбоксинг паттăрĕсем Алексей Кузнецовпа Никита Казаков çапăçупа хÿтĕлев мелĕсене кăтартрĕç. Яшсем кăсăклансах пăхрĕç вĕсем çине, хăйсен те вĕренес килчĕ ахăртнех. Кире пуканĕ йăтас енĕпе вара Юрий Карповăн вĕренекенĕ, 5-мĕш класс ачи Максим Павлов тĕлĕнтерчĕ. Вĕсене кура ыттисем те хастарланчĕç. Акă 10-ри Сергей Миронов 8 килограмлă снаряда пĕрремĕш хут алла тытса темиçе хут çĕклеме вăй çитерчĕ. 5 команда - çав шутра ачасен 3 ушкăнĕ, учреждени еçченĕсем, хăнасем - кире пуканĕ йăтас енĕпе, дартс, çăмăл атлетика тата шашка турнирĕсенче тупăшрĕ.

Ача çурчĕн директорĕ Маргарита Павлова каланă тăрăх - учрежденире спорт секцийĕ унччен те пулнă, ачасем футболла тата волейболла вылянă. "Кăçалтан тимĕр вăййин вăрттăнлăхĕсене ăса хывма тытăнĕç, ачасемпе Станислав Белков тренер ĕçлеме пуçлĕ. Çавăн пекех теннисла вылямашкăн ятарлă сĕтелсем пур, бассейнра шыва кĕме те кăмăллаççĕ яшсемпе хĕрсем. Хăшĕ-пĕри хĕвел тухăç кĕрешĕвĕсен секцине çÿрет, çывăх кунсенче каччăсем кикбоксинг ăсталăхне алла илме пуçлĕç", - пĕлтерчĕ ертÿçĕ.

Ача çуртĕнче пултаруллă спортсменсем те пур иккен. Акă 12 çулти Женя Миронов спорт секцине çÿресе вăйлă пуласшăн, хăйне тата юлташĕсене хÿтĕлесшĕн. Пушă вăхăтра вăл юрлама та çÿрет, компьютер вăййисене килĕштерет. Кадет шкулне вĕренме кĕме ĕмĕтленет. 15 çулти Лариса Щукина ирĕклĕ мелпе кĕрешме вĕренекенсен секцине /"Спартак" спорт шкулĕн тренерĕ Владимир Казанкин патĕнче ăсталăха туптать/ пĕр çул кăна çÿренĕ пулин те унăн кăтартăвĕсем пĕчĕк мар: республикăри çамрăксен ăмăртăвĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă, Мускав хулин уçă турнирĕнчен те кĕмĕл медальпе таврăннă. "Спортсмен пулас килет, Олимп вăййисене хутшăнас тĕллевлĕ. Ÿкерме юрататăп, темиçе çул каялла ÿнер шкулĕнчен вĕренсе тухрăм", - хăйпе паллаштарчĕ хĕр.

Спартакиада хĕрсе пынă вăхăтрах ача çурчĕпе те паллашма май пулчĕ. Ертÿçи ÿнер çынни пулни кашни утăмранах курăнать: вĕренÿ учрежденийĕнче скульптурăсем, аваллăха упракан япаласем, çав шутра арман, чăваш халăхĕн культурипе паллаштаракан экспонатсем пур. Музей йĕркелеме пуçлани савăнтарчĕ. Учреждени территорийĕнче уçăлса çÿремелли вырăн та кăсăклантарчĕ: арман патне çитмелли кĕпер, пĕчĕк пĕве, спорт лапамĕ, тĕрлĕ çимĕç çитĕнтермелли пахча...

Учрежденире 23 ача кĕтес тупнă /ăна уçнă чухне 100 ытла ача пулнă/. Ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисен йышĕ çултан çул чакать иккен: ачасене опекăна илеççĕ. "Вĕсене тулăх пурнăç кирлĕ мар, ашшĕ-амăшĕн юратăвне кĕтеççĕ кунта пурăнакансем, - калаçăва малалла тăсрĕ Маргарита Яковлевна. - Ачасем хăйсене килти пекех туйччăр тесе тăрăшатпăр. Пирĕн воспитанниксем кинона çÿреççĕ, кафесенче те пулаççĕ. Вĕсене хулара йĕркелекен кашни мероприятие явăçтаратпăр. Пĕтĕм Раççейри конкурссене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Кăçал 2 ача Сочире иртнĕ Олимп вăййисене çитсе курчĕç, 6-шĕ çуллахи вăхăтра ыр кăмăллăх фончĕ пулăшнипе Кипрта канчĕç. Калăпăр, иртнĕ çул Сережа Семенов Олимп çулăмĕн эстафетинче - факел йăтаканнисенчен чи çамрăккиччĕ. Вĕренÿре хастарскер ăс-тăн вăййисенче палăрса çак чыса тивĕçнĕ".

Маргарита Павловăпа калаçнă май спартакиада вĕçленнине те сисмен. Ача çурчĕн воспитанникĕсем пур ăмăртура та хăюлăх кăтартнă, мала тухас тесе вăй-халне шеллемен. Маттуррисене пурне те тав хучĕсемпе тата парнесемпе чысларĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ

сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: