СЫВЛАВ ГИМНАСТИКИ ПИТĔ УСĂЛЛĂ
10 Jun, 2015 | Сывлăх | СЫВЛАВ

Астмăпа чирлекенсемшĕн сывлав гимнастики питĕ усăллă. Вăл чир йывăрланасран, приступ пуçланасран хÿтĕленме пулăшать. Кашни кун валли Толкачев меслетне çăмăллăнах алла илме пулать.

Çак хăнăхтарусем ÿсĕрнĕ чухне, шăнса пăсăлсан манка çемçелсе тухассине лайăхлатаççĕ, бронхсем хĕсĕннине ирттереççĕ, сывлав мышцисене çирĕплетеççĕ.

Тÿрĕ тăмалла, урасене хулпуççисен сарлакăшĕнче тытмалла, тÿрĕ алăсене хулпуççисен çÿллĕшĕнче айккинелле сармалла, ывăç тупанĕсене мал еннелле çавăрмалла.

Хăнăхтарăва тума пуçлас умĕн хырăма малалла мăкăртса вăйлăн сывласа илмелле. Унтан алăсене хăвăра хулпуççисенчен ыталанă пек кăкăр шайĕнче хĕреслентермелле.

Ал лапписем хул калаккисене перĕнни, чавсасем янах айĕнче пулни пĕлтерĕшлĕ. Çак вăхăтра питĕ хытă саспа сывласа кăлармалла. Унтан малтанхи пек майланса тăнă чухне каллех хырăма мăкăртса сывласа илмелле. 10-15 хут тумалла.

Тÿрĕ тăмалла. Сăмсапа сывласа илмелле, "пĕрре-иккĕ-виççĕ-тăваттă" шутпа сывласа кăлармалла. Унтан шăлсем витĕр сывласа илмелле те "шшш" тата"ззз" сасăсем каласа сывласа кăлармалла.

Тÿрĕ, алăсене усса тăмалла. Хулпуççисене çĕкленĕ май "пĕрре-иккĕ-виççĕ-тăваттă" шутпа сывласа илмелле. Хулпуççисене аялалла усса çемçетнĕ май "кха" тесе сывласа кăлармалла.

Тăмалла, чавсара хуçлатнă алăсене кĕлетке çумне хĕстермелле. Алăсене айккинелле сарнă май сăмсапа сывласа илмелле.

Сывласа кăларнă чухне хырăма туртса кĕртмелле, чавсасене кĕлетке çумне май килнĕ таран хытă хĕстерсе "шшш" темелле.

Пысăк сывлăш хăмпине вĕрсе хăпартмалла. Сывлав тытăмне тренировка тума кунне çакăн пек икĕ-виçĕ хăмпă вĕрсе хăпартни çителĕклĕ.

Хăвăра мĕнле туйнипе тимлĕ пулăр, пуç çаврăнасран асăрханăр.

Тÿрĕ тăмалла, алăсене кăкăр кăшкарĕн аялти тата вăтам пайĕсем çине хумалла, вĕсене пусарнă май сывласа илмелле.

Лăпкăн та майĕпен сывласа кăларнă май черетпе "пф", "ррр", "бррух", "дррох", "брхх", "брохх" тата "дррах" сасăсене каламалла. Сывлав вăхăтне майĕпенех 25 çеккунта çитермелле.

Ларнă е выртнă чухне сăмсапа сывласа илмелле, унтан майĕпен çăварпа сывласа кăлармалла. Тутасене ункă пек çаврашкаланса тытмалла.

Пĕлтерĕшлĕ

Сывлав гимнастикин занятийĕсене лайăх уçăлтаракан пÿлĕмре ирттермелле. Ырă шăршăллă çуртасем çутмалла мар!

Астма вĕрĕлнĕ чухне гимнастикăна кунне 2 хут тусан лайăх. Чир лăпланнă вăхăтра кунне пĕр хут тума юрать.

Шывра ишни, велосипедпа ярăнни, скандинави мелĕпе утни сывлав тытăмне, чĕрене хушма ырă витĕм кÿреççĕ, юна кислородпа пуянлатаççĕ.