Сывлăх уявĕ

11 Раштав, 2015

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2015 çула чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăк тесе палăртнине Чăваш хутлăхĕн ертÿлĕхĕ, уйрăмах сывлăх сыхлавçисем ырласа кĕтсе илнĕччĕ.

Асăннă амакпа республикăра вирлĕн кĕрешеççĕ, ку енĕпе пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Тухтăрсем ăста та пысăк квалификациллĕ пулнине пăхмасăр, инкеке вĕсен вăйĕпе кăна сирмешкĕн май килменнине шута илсе профилактика мероприятийĕсене халăх хушшинче ытларах сарассине, хăрушлăх пирки ăнлантарса парассине, çапла вара сывлăхăмăршăн хамăрăн тăрăшмаллине тĕпе хучĕç шурă халатлисем. Тĕрлĕ акцисем ирттерчĕç, пациентсене «уçă алăксен кунĕсене» йыхравларĕç, тухтăрпа пĕрле уçăлса çÿреме чĕнчĕç. Чире хирĕç пĕрлехи вăйпа кар тăнин усси куç умĕнчех: чĕрепе юн тымарĕсен амакне пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлакансен, ĕмĕрлĕх сусăрланакансен йышĕ чакса пырать.

Раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăка пĕтĕмлетмешкĕн сывлăха чăннипех хаклакансем пилĕк пинĕн ытла Хĕрлĕ лапама пухăнчĕç: спорт «çăлтăрĕсемпе» уçă сывлăшра тĕрлĕ хускану тунă хыççăн залив хĕррипе пилĕк пин метра çĕкленÿллĕ кăмăлпа утса тухрĕç.

Сăмах май, тĕп хуламăрти сиплев учрежденийĕсен хастарĕсем сывлăх уявне Алла Самойлова министр ертсе пынипе пуçаруллă хутшăнчĕç.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та тухтăрсемпе уçăлса çÿремешкĕн кăмăл турĕ. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисем те унăн тĕслĕхĕпе хавхаланчĕç.

http://hypar.ru/cv/syvlah-uyave-0

Рубрика: 

Новости по теме

11 12, 2015
Сывлăх уявĕ