Сывлăх – чи паха тупра

16 Кăрлач, 2019

Çакна пурте пĕлетпĕр-ха. Анчах ăна мĕнле упрамалла? Çакă çынран хăйĕнчен кăна килмест-çке. Ку енĕпе патшалăх та питĕ тимлĕ пулмалла. Чăваш Енре шăпах çапла тума тăрăшаççĕ те. Иртнĕ çул республикăра Онкологи чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăк тесе пĕлтернĕ. 2018 çул хыçа юлчĕ. Мĕн тума пултарнă-ха?

Паян республикăри онкологи клиника диспансерĕнче ирттернĕ пресс-тур вăхăтĕнче ЧР Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп специалисчĕ, Сергей Агафонкин онколог иртнĕ çулăн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.

Сергей Александрович каласа панинчен çакна пĕлтĕмĕр: усал шыçăсемпе чирлес енĕпе Чăваш Республикин кăтартăвĕ, ытти регионсемпе танлаштарсан, малти вырăнта мар. Апла пулин те унпа асапланакансен шучĕ çулран-çул ÿсссе пырать. «Рак» диагноза ытларах лартнин вăрттăнлăхĕ акă мĕнре: онкологи чирĕсен диагностикине вăхăтра ирттернипе, çак ĕçре тухăçлă оборудованисемпе усă курнипе çыхăннă.

Ку енĕпе онкологи диспансерĕ тĕрлĕ проектсем пурнăçа кĕртет. Акă пĕлтĕр асăннă учреждени врачĕсем 21 района 33 хут тухса 841 çынна тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен 30-шĕн усал шыçă аталанма пултарнине палăртнă. Çĕнĕрен тĕрĕсленĕ хыççăн 19-шĕн диагнозĕ çирĕпленнĕ.

Тепĕр проект — «Маммологи онкопатрулĕ». Пиллĕкмĕш çул пурнăçа кĕрет вăл республикăра. Вăл 15 пин хĕрарăм сывлăхне тĕрĕслеме май панă.

Унсăр пуçне Уçă алăксен кунĕсене, Арçын сывлăхĕн кунĕсене ирттересси йăлана кĕнĕ. Иртнĕ çул усал шыçă аталанма пуçланине тупса палăртасси 55,7 процента çитнĕ.

Ăнăçусен сăлтавĕ — диспансерăн пурлăхпа техника базине çĕнетни, пуянлатни, хальхи йышши медицина хатĕрĕсем туянни. Хирургин çĕнĕ корпусне хута яни поликлиника уйрăмне тĕпрен çĕнетме май панă. 2018 çулта радиологи уйрăмне тĕпрен юсанă.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас