Сыв пуллашнă - Чăваш Енпе те, полиципе те

6 Чÿк, 2015

Чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче ЧР Шалти ĕçсен министерствинче видеоконференци мелĕпе районсемпе хуласенчи территори подразделенийĕсемпе канашлу иртнĕ. Унта шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов хăй шалти ĕçсен органĕсенчи службăпа сыв пуллашни çинчен пĕлтернĕ.

«Ку политикăпа çыхăннă тĕллевсемпе те, служба ыйтăвĕсемпе те сăлтавланман - манăн хамăн йышăну. 4,5 çул каялла эпир сирĕнпе чăваш милицийĕн тата полицийĕн пурнăçĕн черетлĕ страницине уçрăмăр. Коллектив çак тапхăрта пулнă тĕрĕслевсене ăнăçлă иртрĕ, ыррине, маларах пулнине, çухатмарĕ. Сирĕнпе пĕрле вăйлă, граждансем шанакан полици йĕркелерĕмĕр тесе шанас килет», - тенĕ вăл хăй ертсе пынă тытăм ĕçченĕсене ырлăх-сывлăх, карьера енĕпе ÿсĕм суннă май.

Ку хыпар кĕтменлĕх мар. Сергей Евстафиевич каясси пирки уйăх каяллах калаçкалама тытăннăччĕ. Республика Пуçлăхĕ ăна çак кунсенче «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăлани те, паллах, çак сыв пуллашупах çыхăннă.

Ун вырăнне кам йышăнĕ? - халь çак ыйту калаçтарать. Эпир пĕлнĕ тăрăх, министрăн ĕçлекен икĕ заместителĕ те - кадрсен резервĕнче. Анчах ăна-кăна чухлакансем ШĔМĕн чи çÿллĕ пуканне вĕсене лартма пултарасси пирки иккĕленеççĕ. Эппин, каллех ютран ярса парĕç-и? Тепĕр тесен ку должноçра айккинчи çын, тен, вырăнлăрах та пуль: вырăнти клансен витĕмĕ çук, кунти пысăк пуçлăхсен куçĕнчен пăхмасть... Сергей Семенов тĕслĕхĕ çакна аван çирĕплетрĕ - Чăваш Ене 2011 çулхи çу уйăхĕн пуçламăшĕнче килнĕскер паян кунччен йĕркеллĕ ĕçлерĕ темелле.

Рубрика: