Суя çиеле тухнă

9 Утă, 2015

Шупашкар районĕн сучĕ 31-ри арçын тĕлĕшпе пуçарса тишкернĕ уголовлă ĕçе пăхса тухнă. Айăплине палăртса ăна çирĕп режимлă колоние 9 çуллăха ăсатма йышăннă.

Следстви тĕпченĕ тăрăх, кăçалхи март уйăхĕн 3-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта çак арçын 29 çулти хĕрарăм ыйтнипе çăмăл машинăна ларса Шупашкар районне çул тытнă. Хурăнлăх ялĕ тĕлне çитсен вĕсем чарăннă. Укçа-тенкĕ енчен самаях шар курнă хĕрарăмпа арçын харкашса кайнă. Çавăнтах усал шухăшлă арçын çĕçĕ ярса тытнă, пĕлĕшне çивĕчскерпе мăйĕнчен, кăкăрĕнчен тата кĕлеткин ытти пайĕнчен 23 хутчен чикнĕ. Йывăр суранланнă хĕрарăмăн чĕри çавăнтах тапма чарăннă. Çакна курнă преступник çула май каякан машинăна ларса килне çитнĕ. Тепĕр кунхине телефона тытман хĕрарăма тăванĕсем шырама пуçланă. Кун пирки 31-ри арçынна та пĕлтернĕ. Лешĕ ухмаха пенĕ. Автомашинăллă юлташне чĕнсе илсе «çухалнă» хĕрарăмăн аппăшĕпе, унăн упăшкипе шырава тухнă. Çул çинче хĕре, ахăртнех, вĕлернине, унăн ÿтне полици ĕçченĕсенчен маларах тупмаллине темиçе хут та каланă. Çакна вăл хĕрарăмăн машининчи çĕçĕсене унччен тытнипе, çавăнпах ăна айăплама пултарнипе сăлтавланă. «Ăнсăртран» вĕсем хĕр вилли патне çитсе тухнă. Тем тесен те, суя тăрă шыв çине тухатех - 31-ри арçын та тунă преступленийĕшĕн айăплавран хăтăлайман.

Рубрика: