Суту-илÿ сечĕсемпе продукци туса илекенсем канашланă

Ĕнер "Шупашкар Арена" пăр кермен республикăри суту-илÿ сечĕсемпе продукци туса кăларакансемшĕн сутас-туянас тĕллевпе калаçу ирттермелли, килĕшÿ çирĕплетмелли вырăн пулса тăчĕ.

Продукци хатĕрлекенсем тата сутакансем пĕр-пĕринпе çавнашкал форматпа пысăк е пĕчĕк лапамра час-часах тĕл пулаççĕ. Суту-илÿ сессийĕ икĕ ене те кирлĕ. Унта хутшăннă 26 компанипе предприяти хăйĕн продукцине кăтартрĕ. Вĕсен представителĕсем пленарлă ларăва хутшăнчĕç, пĕр-пĕрин хушшинче килĕшÿ тăвассине сÿтсе яврĕç.

"Республикăн влаç органĕсен алăкĕсем сирĕншĕн яланах уçă, — терĕ вĕсене саламласа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. — Эпир апат-çимĕç туса кăларакансемпе тата сутакансемпе кирек хăш ыйтăва та уççăн сÿтсе яватпăр. Отрасль ĕç-хĕлне лайăхлатас тĕлĕшпе саккунсене улшăнусемпе хушăмсем кĕртме яланах хатĕр".

  • Социологи ыйтăмĕ çакна кăтартса панă: 1200 ытла çынран 81 проценчĕ хамăр çĕршывра туса кăларнă продукцие суйласа илет. Чикĕ леш енчен илсе килнине 2 проценчĕ çеç кăмăллать. 11 проценчĕ ăçта хатĕрленипе кăсăкланмасăрах туянать.

www.hupar.ru

 

Юрий МИХАЙЛОВ. CAP.RU порталти сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас