Сусăрсен ыйтăвĕсене шута илчĕç

4 Раштав, 2015

Пирĕн республикăра 90 пине яхăн инвалид пурăнать. Патшалăх хевтесĕрсене пулăшассине тивĕçлипе хаклать: сусăр ачашăн ашшĕ-амăшне паракан тÿлеве республикăра 3 пине яхăн çын /çав шутра опекунсемпе попечительсем/ тивĕçет, социаллă пенсие илсе тăракансен йышĕнче çул çитмен çамрăксем тата пĕчĕкренпех инвалид шутланакансем çичĕ пине яхăн. Унсăр пуçне вĕсене уйăхсерен федераци çăмăллăхçин пулăшăвне параççĕ.

Çитĕннисен пенсийĕн тата уйăхри укçа тÿлевĕн виçисем инвалидлăх ушкăнĕпе çыхăннă, ку кăтарту уйăхра вăтамран кашни çын пуçне 12,7 пин тенкĕпе танлашать. Çар ĕçĕнче сусăрланнисемпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса инвалида тухнисем виçĕ хута яхăн ытларах илеççĕ.

Çавна май йышăнăва шăнкăравланисен ыйтăвĕсем патшалăх тÿлевĕпе çыхăнман тесен те йăнăш пулас çук. Мĕн канăçсăрлантарать-ха паян инвалидсене?

Обществăн ытти гражданĕ евĕрех пурăнмалли условисене лайăхлатмалли майсене уçăмлатасшăн вĕсем, çăмăллăхлă эмеле вăхăтра илесшĕн, реабилитацин пахалăхлă хатĕрĕсене тивĕçесшĕн.

Акă Шупашкарта пурăнакан пĕрремĕш ушкăн инваличĕ Зоя Воронова пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тÿлевĕн субсидийĕ пирки пĕлесшĕн пулчĕ, Алькешри иккĕмĕш ушкăн инваличĕ Геннадий Алматаев хăйне сиплекен врач куллен кирлĕ эмеле палăртнă чухлĕ çырса паманнишĕн пăшăрханчĕ. Куç курманнипе иккĕмĕш ушкăн инваличĕ пулса тăнă Леонид Трофимов сусăрлăхне яланлăх палăртмашкăн тата пурăнмалли кĕтеслĕ пулмашкăн пулăшма ыйтрĕ. Ольга Белянка, Наталия Рябинина, Ольга Мартынова - сусăр ача амăшĕсем: пĕри ДЦПпа нушаланакан пепкине уçăлтарса çÿреме кÿме ыйтать, теприсем психика тĕлĕшĕнчен хавшак ачисене усрамашкăн хушма лаптăклă пуласшăн. Кашнинпех тимлĕ пулма тăрăшрĕç «хĕрÿ линие» хутшăннисем: сĕнÿ-канаш пачĕç, хăйсем ертсе пыракан тытăмсене йыхравларĕç /сăмах май, хăш вăхăтра пымаллине те уçăмлатрĕç. Социаллă страховани тытăмĕн ертÿçи Галина Николаева, сăмахран, реабилитаци хатĕрĕ кирлисене пулăшмашкăн фонд специалисчĕсем киле пырасси çинчен пĕлтерчĕ/. Çийĕнчех татса пама май çук ыйтусене вара район администрацийĕсенче е патшалăх влаçĕн ытти тытăмĕнче хускатса уçăмлатма шантарчĕç.

Йышăну йĕркеллĕ те усăллă иртрĕ. Инвалидсем килтен тухмасăрах чылай ыйтăва уçăмлатма пултарни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.