Сумлă журналиста асра тытаççĕ

1 Ака, 2019

Паян И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче паллă журналист тата çыравçă Константин Петров çуралнăранпа 95 çул çитнине халалласа «Журналистикăн хальхи ыйтăвĕсем» ятпа наукăпа практика конференцийĕ уçăлнă.

Ăна журналистика кафедрин пуçлăхĕ Анатолий Данилов профессор ертсе пынă. Унта ЧПУ преподавателĕсем, паллă ăсчахсемпе тĕпчевçĕсем, журналистсем хутшăннă.

Конференцире «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина та сăмах илнĕ. Вăл «Хыпар» — хаçат кăна мар, çĕнĕ форматлă Издательство çурчĕ» темăпа тухса калаçнă. Татьяна Геннадиевна редакцин ĕçĕ-хĕлĕпе пурнăçĕ, чăваш хаçачĕсемпе журналĕсем çинчен каласа кăтартнă тата ЧПУри журналистика уйрăмĕнче 4-мĕш курсра вĕренекенсемпе пĕрле хатĕрленĕ видероликпа паллаштарнă.

Пĕлме: Константин Петрович ЧПУн журналистика факультетĕнче нумай çул ĕçленĕ. Вăл чăваш журналистикин кун-çулĕпе аталанăвне тишкерсе чылай кĕнекепе ăслăлăх ĕçĕсем çырнă. Паллă çыравçă «Хыпар» хаçатăн никĕслевçи Николай Никольский профессор пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тĕпченĕ.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ.

Рубрика: 

Комментари хушас