Судья йăнăшĕ

19 Чÿк, 2015

Чăваш йĕлтĕрçи Лана Прусакова тĕлĕшпе судьясем йăнăшнă. Телее, ку тăрă шыв çине тухнă.

Чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Швейцарири Гласьерта слоуп-стайл ăмăртăвĕ пулнă. Чăваш спортсменки финала тухса 11-мĕш вырăн йышăннă. Анчах каярахпа судьясен йышăнăвĕ тĕрĕс пулманни палăрнă. Вĕсем Лана Прусаковăн кăтартăвĕсене арпаштарнă-мĕн: унăн чи лайăх кăтартăвне мар, пĕрремĕшне шута илнĕ. Ун чухне вара пирĕн спортсменка ÿкнĕ. Лана Прусаковăн тренерĕ шутланă тăрăх, унăн 6-мĕш вырăн йышăнмалла пулнă. Çавăнпа вăл судьясене чăваш хĕрĕн кăтартăвне пăхса тухма ыйтнă. Лешсем хăйсен йăнăшне ăнлансан каçару ыйтнă. Çапла Лана ăмăртура 6-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Ку чăваш спортсменкишĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вăл ют çĕршыври ăмăртăва пĕрремĕш хут хутшăннă.

Рубрика: