Суд сакки çине… çиччĕмĕш хут

3 Раштав, 2015

Çĕмĕрлери районсен хушшинчи следстви уйрăмĕ 35 çулти арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе пĕтерсе суда ярса панă.

Следстви версийĕ тăрăх, çамрăк çак арçын кăçалхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Çĕмĕрле хулинче хăйĕн килĕнче тĕрмере ларакан пиччĕшĕн 35 çулти еркĕнне чĕринчен çĕçĕпе яшлаттарнă. Унтан виççĕмĕш сыпăкри тăванне мăйĕнчен чикнĕ. Тискер çак ĕç пĕрле эрех ĕçнĕ хыççăн пулнă. 37 çулти хĕрарăм çавăнтах вилнĕ. 35-ри хĕрарăма вара, телее, тухтăрсем çăлнă. Çак арçын унччен те судпа айăпланнă. Уголовлă майпа ултă хутчен явап тытнă вăл. Тĕрлĕ çулта ăна çынна вĕлерме хăтланнăшăн, вăрланăшăн, çын сывлăхне сиен кÿнĕшĕн айăпланă.

Рубрика: