Студентсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ

17 Чÿк, 2015

Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕ - Студентсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ. Вăл пĕтĕм çĕршывсенчи студентсен пĕршухăшлăхĕн кунĕ. Паллах, ку уяв çамрăклăхпа, романтикăпа тата хаваслăхпа çыхăннă, çапах вăл инкеклĕ пулăмсене пула «çуралнă».

Студентсен пĕтĕм тĕнчери кунне 1941 çулта Лондонра, фашизма хирĕç кĕрешекен студентсен пĕтĕм тĕнчери тĕлпулăвĕнче, çирĕплетнĕ. Тепĕр тĕрлĕ версие ĕненес-тĕк - ăна 1946 çулта студентсен Прагăра иртнĕ пĕтĕм тĕнчери конгресĕнче шăпах чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче паллă тума йышăннă. Апла-и, капла-и - çак куна Чехословаки /халĕ Чехи тата Словаки/ студенчĕсене-патриочĕсене асăнса ирттереççĕ. Фашистсем оккупациленĕ Чехословакири студентсемпе преподавательсем 1939 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче хăйсен патшалăхне туса хунăранпа 21 çул çитнине палăртма урама тухнă. Демонстрацие тухнисене оккупантсем хăваласа янă, çав хушăра медицина факультечĕн студентне Ян Оплетала персе вĕлернĕ. Çамрăка чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче пытарнă, унта хутшăннисем хирĕçлев акцийĕ пуçарса янă. Çакăншăн тавăрас тесе фашистсем чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче ир-ирех студентсен общежитийĕсене çавăрса илнĕ. 1200 ытла çамрăка арестлесе концлагере ăсатнă, пуçаруçăсене - 9 хастара - судсăр-мĕнсĕрех асаплантарса вĕлернĕ. Гитлер хушăвĕпе çĕршыври пĕтĕм аслă шкула хупса хунă. Шăпах çак хăрушă пулăмсене асăнса чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕ Студентсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ тесе çирĕплетнĕ.

Студентсен çак кунĕсĕр пуçне чылай çĕршывра вĕренекен çамрăксен тепĕр уявĕ те пур. Раççейри студентсен кунне эпир кашни çулах кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче уявлатпăр.