Стройкăри инкек

Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче ирхи тăхăр сехет тĕлнелле Шупашкарти Б.Хмельницкий урамĕнчи çĕнĕ микрорайонта çĕкленекен пĕр çуртра инкек пулнă. Платник лифт шахтине пилĕк метр çÿллĕшĕнчен ÿкнĕ.

Йывăр сурансене пула 48 çулти арçын васкавлă медпулăшу çитичченех куç хупнă. Ку тĕслĕх тĕлĕшпе Шупашкарти Ленин районĕн следователĕсем следстви умĕнчченхи тĕрĕслев ирттереççĕ, инкек сăлтавне тĕпчеççĕ. Судпа медицина экспертизине ирттерме палăртнă. Тĕрĕслеве Чăваш Республикин Патшалăх ĕç инспекцийĕн специалисчĕсене те явăçтарнă.