Строительствăна хăвăртлатмалла

22 Раштав, 2015

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Михаил Резников ытларикун пая кĕрсе хваттер тутарма строительство организацийĕсемпе килĕшÿ тунисен, вĕсене пула шар курнисен прависене хÿтĕлессине йĕркелекен ĕç ушкăнĕн ларăвне ирттерчĕ.

«Гарант» СК» общество директорĕн заместителĕ Минсаид Зейнутдинов Шупашкарти Тăххăрмĕш пилĕкçуллăх проспектĕнчи 3-мĕш позицие тăвас ĕç еплерех пыни çинчен пĕлтерчĕ. Ку об<екта хута ярассипе хăшпĕр чăрмав пур.

Трактор тăвакансен проспектĕнчи 11-мĕш Б çурта туса пĕтернĕ. Çакăн çинчен 58-мĕш СМУ директорĕ Олег Васянин пĕлтерчĕ. М.Резников ăна строительствăна вĕçленĕшĕн тав турĕ.

«Меридиан» общество Граждан урамĕнчи 101 тата 101?1-мĕш çуртсен хушшинчи пурăнмалли çурта хăпартассине тата хута ярассине тăсса янă. Вице-премьер Андрей Николаев директортан строительствăна хăвăртлатма ыйтрĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Рубрика: