Строительсене тав тунă

8 Çурла, 2014

Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Строитель кунне халалланă савăнăçлă мероприятие хутшăннă.

Малтанах республика Пуçлăхĕ çĕнĕ хваттерсем илнĕ çынсемпе курнăçнă. Çав шутра - тăлăх ачасем, çамрăк тата нумай ачаллă çемьесем, кивĕ çуртсенчен куçнисем. Строительство отраслĕн ĕçченĕсене професси уявĕ ячĕпе саламланă май Михаил Игнатьев вĕсене яваплăха туйса ĕçленĕшĕн, ветерансене строительсен çĕнĕ ăрăвне воспитани парса çитĕнтернĕшĕн тав тунă.

"Строительство индустрийĕн аталанăвĕ республика экономикишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Строительство объекчĕсенче пулнă май эсир хăвăрăн тивĕçе чыслăн пурнăçланине, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче, унăн тулашĕнче те Чăваш Ен ятне яманнине куратăп. Чăваш строителĕсене ырлаççĕ. Пирĕн тĕллев - Чăваш Ене çĕнĕ сăн кÿресси, республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн ĕçлесси. Шупашкар хулине никĕсленĕренпе - 550, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнипе çыхăннă уявсем çывхарнă май республика тата та хăтлăрах, илĕртÿллĕрех пулать. Яваплăха туйса тата тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекенсене эпир яланах пулăшнă, малашне те тĕрев парса пырăпăр", - тенĕ Михаил Васильевич строительство индустрийĕ малашне те ăнăçлă аталанасса палăртнă май.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх - Раççей Президенчĕ Владимир Путин Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" спорт форумне йĕркелесси çинчен калакан хушăва алă пуснă. Вăл кăçал юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта иртет. "Пирĕн тĕллев - сумлă çак мероприятие тивĕçлĕ шайра ирттересси, хушма инвестицисем илсе спорт инфратытăмне малалла аталантарасси", - тенĕ Михаил Игнатьев.

Вице-премьер - строительство министрĕ Олег Марков отрасль аталанăвĕ çинчен каласа панă, ырă туртăмсене палăртнă. Строительствăпа монтаж ĕçĕсен, хамăр туса кăларнă таварсене тиесе ăсатассин калăпăшĕ пысăкланать, пурăнмалли çурт-йĕр строительствин хăвăртлăхĕ ÿсет, çĕнĕ территорисене комплекслă майпа алла илесси малалла пырать, ял-хула хăтлăланса илемленет.

Отраслĕн чи пултаруллă ĕçченĕсене патшалăх наградисемпе хавхалантарнă. Вĕсен шутĕнче - Шупашкарти виççĕмĕш стройтрестăн тĕп диспетчерĕ Наталия Алексеева, "Канашстрой" ООО штукатурĕ Надежда Иванова, ЖБК-9 гендиректорĕн çумĕ Петр Михайлов, Çĕмĕрлери 8-мĕш стройуправлени штукатур-малярĕ Галина Мадайкина тата ыттисем.

К.ЯКОВЛЕВ

Автор: