Стресран хăтăлма

6 Юпа, 2016

Юпан 10-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери психика сывлăхĕн кунне паллă тăваççĕ. Çавна май Чăваш Енри медицина учрежденийĕсенче тĕрлĕ тренинг ирттерме палăртнă.

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, юпан 7-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн тĕп корпусĕ умĕнче «Психологи десанчĕ: стресран хăтăлма вăхăт» акци иртĕ. Унта 11 сехет çурăран пуçласа 13 сехетчен кăмăл-туйăма тĕрĕслемелли ятарлă диагностика ирттерĕç. Çав кунах медучрежденисенче психика сывлăхне çирĕплетмелли тренингсем йĕркелĕç. Юпан 8-мĕшĕнче Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Канашри психиатри больницисенче уçă алăксен кунĕ иртĕ. Юпан 10-мĕшĕнче вара Республикăри психиатри больницисенче пациентсене психика чирĕсем пирки тĕплĕнрех каласа кăтартĕç.

Рубрика: