Страхование аталантармалли майсем уçăлаççĕ

12 Кăрлач, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата "УралСиб" страхлакан ушкăн" акционерсен обществин генеральнăй директорĕ, правлени председателĕ Александр Усов ЧР Министрсен Кабинечĕпе акционерсен обществи пĕрле ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - страхлакан рынокри лару-тăру лайăх енне улшăнса пырать: бизнеса çĕнĕ компанисем килеççĕ, республикăри предприятисен ертÿçисем те, граждансем те пурлăха тата тĕрлĕрен теветкеллĕхе страхласси çине урăхларах пăхма пуçлаççĕ. "Эпир республика территорийĕнче страхлакан бизнеса аталантарма конкурентлă хутлăх йĕркелетпĕр. "УралСиб" страхлакан компани Чăваш Енре ăнăçлă ĕçлет: кунта пурăнакансем сире шанаççĕ", - тенĕ вăл.

Александр Усов пĕлтернĕ тăрăх - 2015 çулхи чÿк уйăхĕнче компани ертÿлĕхĕнче улшăнусем пулса иртнĕ: акцисен контрольлекен пакетне Владимир Коган туяннă. "Пирĕн тĕллев - "УралСибăн" унчченхи мăнаçлăхне тавăрасси. Эпир ăçта аталану хăватне куратпăр, çав регионсене таврăнатпăр", - палăртнă вăл.

Страхлакан компани эксперчĕсемпе аналитикĕсем федераци суб?екчĕсен инвестици тата инноваци рейтингĕсене, регионсен ертÿçисен рейтингĕсене, влаç органĕсем коррупци схемисене пĕтерес тĕлĕшпе еплерех ĕçленине çине тăрсах тишкереççĕ. "УралСиб" гендиректорĕн шучĕпе, Чăваш Ен - çак кăтартусем енĕпе лайăх регион, страхлакан компанишĕн ăнăçлă ĕçлеме мĕнпур услови пур.

Тĕлпулура туризмра, спортра, хушма медицина страхованийĕнче çыхăну тытмалли çулсене сÿтсе явнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ "УралСиб" сĕнĕвĕсене тишкерме шантарнă, ял хуçалăхĕнче ĕçлеме анлă малашлăх пурри çинчен каланă.

А.ВАСИЛЬЕВА.

Рубрика: