Страховани представителĕсем пулĕç

2 Çурла, 2016

Обязательнăй медстраховани сферинче Страховани представителĕн институчĕ ĕçлеме пуçлать.

Çакăн çинчен ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин коллегийĕн иртнĕ эрнери ларăвĕнче Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн директорĕ Вячеслав Александров пĕлтерчĕ.

Медицина кашни çынпа пайăррăн ĕçлессине аталантармалла — Раççей Правительстви çак çул-йĕре тĕпе хурать. Врачпа пациент çыхăнăвĕ çирĕпленмелле, ку хутшăнусенче пациент хăйĕн сывлăхĕ тĕлĕшпе яваплă пуласси никĕсре пулмалла. Çавна май çак сферăра страхлакан медицина организацийĕсен пĕлтерĕшĕ пушшех ÿсет — вĕсем пациентсен прависен чăн-чăн хÿтĕлевçисем пулма тивĕç.

Страхлакан организацисен тытăмĕнче страховани представителĕсем ĕçлеме пуçлаççĕ. Вĕсем страхланă çынсене медпулăшу кÿрессин мĕнпур тапхăрĕнче кирлĕ информаципе тивĕçтерĕç, сиплевпе çыхăннă ыйтусене татса пама пулăшĕç, çавăнпа пĕрлех çынсем сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси, профилактика тĕрĕслевĕсене, диспансеризацие вăхăтра ирттересси пирки те манмĕç.

Рубрика: