Страхлакан компанисем лицензисĕр юлнă

15 Кăрлач, 2016

Маларах пĕлтернĕччĕ, Раççей Банкĕ 07.10.2015 ç. ОД-2701 / хушупа "Патшалăхăн "Поддержка" страхлакан компанийĕ" АУОн /страховани ĕçĕн субъекчĕсен патшалăхăн пĕрлехи реестрĕнчи регистраци номерĕ - 1383/ страховани тумалли лицензине чарса лартнă. Çак йышăну Раççей Банкĕн предписанине кирлĕ пек пурнăçламаннипе сăлтавланнă: компани страховани резервĕсем, хăйĕн тата страховани резервĕсен укçине инвестицие хывмалли йĕркепе условисем йĕркелес тĕлĕшпе финанс çирĕплĕхĕн тата тÿлеме пултарассин требованийĕсене уяман.

Страховани ĕçĕн субъекчĕн лицензине чарса лартни страховани килĕшĕвĕсем тума, çавăн пекех тивĕçлĕ килĕшÿсене страховани ĕçĕн субъекчĕсен обязательствисене пысăклатакан улшăнусем кĕртме чарнине пĕлтерет. Çав вăхăтрах страхлакан организацин страховани тĕслĕхĕсем пулни çинчен калакан заявленисене йышăнмалла, обязательствăсене пурнăçламалла.

Кăрлачăн 14-мĕшĕнче вара Раççей Банкĕн "Апогей Мед", "АСКО СКЭЛ плюс", "Достоинство", "Приоритетное страхование", "Родина", "Руский альянс" компанисен, çав шутра "Поддержка" ГСК лицензийĕсене каялла чĕнсе илме йышăннă. Санкцисемпе çыхăннă йышăнусем "Вестник Банка России" кăларăмра официаллă майпа пичетлесе кăларнă кунран вăя кĕреççĕ.

2015 çулăн пĕрермĕш çурринче "Поддержка" ГСК 193 млн тенкĕ пухнă, 81 млн тенкĕ тÿленĕ /9 уйăх кăтартăвĕсем ТБ статистикинче çук/.

Н.ДМИТРИЕВ