Стоматологи пулăшăвĕ — юнашарах

6 Юпа, 2016

Тĕп хулари «Богданка» тата «Сад» микрорайонсенче пурăнакансем шăла ку таранччен Хулари стоматологи поликлиникин Социализм урамĕнчи 21-мĕш /терапи пулăшăвĕ тата ача-пăча стоматологийĕ/ тата Чернышевский урамĕнчи 3-мĕш /ортопеди тата ортодонти/ çурчĕсенче вырнаçнă 4-мĕш поликлиникинче сипленĕ.

Çĕнĕ микрорайон сарăлса, пурăнакансем йышланса пынă май пациентсемшĕн çакă меллĕ пулман паллах, уйрăмах пĕчĕк ачаллă ашшĕ-амăшĕшĕн: çулĕ çывăх мар тата транспортра халăх яланах нумай.

Ку тăрăхра тĕпленнисемшĕн ĕнерхи кун пысăк уяв пулчĕ, пурăннă вырăнтах, Богдан Хмельницкий урамĕнчи 123А çуртра, Хулари стоматологи поликлиникин 8-мĕш учрежденийĕ хута кайрĕ. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçмашкăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова тата ыттисем хутшăнчĕç.

Республика Пуçлăхĕ ку тăрăхра пурăнакансене поликлиника хута кайнă ятпа саламларĕ, ма-лашне халăха медицинăн пахалăхлă пулăшăвĕпе тивĕçтересси лайăхланасса шаннине пĕлтерчĕ.

«Республикăн хули-ялĕн çыннисем хăйсем пурăнакан вырăнта сипленме пултарччăр тесе хамăр ĕçе яваплăха туйса пурнăçлатпăр», — терĕ вăл. Михаил Игнатьев медицина учрежденийĕсене çĕкленĕ чухне комплекслă ĕçленине палăртрĕ. Тĕслĕхрен, «Сад» микрорайонта çу кунĕсенче çитĕннисемпе ачасем валли сиплевпе диагностикăн хальхи йышши оборудованийĕпе пуянлатнă тата Европа шайĕнчи стандартсене тивĕçтерекен, пациентсемпе сиплевçĕсемшĕн хăтлă условисемлĕ поликлиника хута кайнă. Алькешре Хулари 1-мĕш клиника больницин пĕтĕмĕшле практика врачĕн иккĕмĕш уйрăмĕ тата Хулари 3-мĕш ача-пăча больницин поликлиники, Республикăри онкологи клиникин диспансерĕн хирурги корпусĕ ĕçлеме пуçланă. Ленин проспектĕнче хальхи йышши поликлиникăн строительствине çитес çул пуçламашкăн укçа хывса хăварма палăртнă.

Асăннă ĕçсен витĕмĕ куç умĕнчех: çынсен ĕмĕрĕ вăрăмланать, сывă ачасем ытларах çуралаççĕ, республика ертÿлĕхĕ шантарса калани чăнлăхпа пĕр килнине çынсем туйса тăраççĕ.

Хулари стоматологи поликлиникин тĕп врачĕ Владимир Викторов çĕнĕ учреждени уçăлнă май «Богданка» тата «Сад» микрорайонсенче пурăнакансем — çитĕннисемпе ачасем — малашне стоматологин пахалăхлă пулăшăвне вырăнтах илме пултарнине уйрăммăн палăртрĕ. Сывлăх сыхлавĕн хастарĕсен пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн вăл Чăваш Ен Пуçлăхне медицина ĕçченĕсен ассоциацийĕ ячĕпе тав турĕ.

Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн хăнасем стоматологи поликлиникипе паллашрĕç. Владимир Викторов пĕлтернĕ тăрăх — шăла сипленĕ тата реставрациленĕ чухне çĕнĕ мелсемпе тата пломбăн хальхи йышши материалĕсемпе усă кураççĕ. Кунта тĕрлĕ протезпа, амбулатори хирургийĕн, ортодонти пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ, шăл имплантацийĕ тăваççĕ.

Шăла обязательнăй медицина страхованийĕн полисĕ тăрăх тÿлевсĕр те, харпăр хăй шутĕнчен те сиплеççĕ.

Сăмах май, çĕнĕ учреждение тумашкăн, кăткăс оборудованипе пуянлатмашкăн 32 миллион тенкĕ ытла тăкакланă. Унăн лаптăкĕ — 290 тăваткал метра яхăн, пĕр сменăра 120 пациента йышăнма пултарать.

Валентина СМИРНОВА

 
Рубрика: