Старостăсен ят-сумне ÿстересси, субсиди уйăрасси, ĕç сыхлавне вăйлатасси…

25 Утă, 2018

Çак тата ытти ыйтăва паян ЧР Министрсен Кабинечĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче тишкерчĕç.

ЧР юстици министрĕ Наталия Тимофеева Чăваш Республикин саккунне малашне «ял старости» ăнлав кĕртессине пĕлтерчĕ. Старостăсем ялсенче унччен те пулнă-ха, хăйсен тивĕçĕсене ăнăçлă туса пынă. Саккунпа статуса çирĕплетни старостăсен ĕçĕн тухăçлăхне, вырăнта ыйтусене татса панă чухне вĕсен сăмахĕн витĕмне ÿстерессине палăртрĕ министр.

Юлашки çулсенче, ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев пĕлтернĕ тăрăх, производствăра инеке лекенсен шучĕ çулсерен чакса пырать. Ку — лайăх пулăм. Анчах çакă ĕç сыхлавĕ енĕпе пурнăçлакан мероприятисене чарса лартма юранине пĕлтермест. Çакна шута илсе министр ĕç сыхлавĕн тăкакĕсене саплаштарма уйăракан укçа-тенкĕ виçине ÿстерсе пымаллине, ĕç условийĕсене хаклассине вăйлатмаллине, çынсене ĕç сыхлавĕн правилисене вĕрентмеллине, профилактика мероприятийĕсене ирттермеллине палăртрĕ.

Кăçал республикăри 13 муниципалитет ялсене хăтлăлатмалли 200 ытла проект хатĕрленĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх — çав проектсене пурнăçа кĕртме бюджетра 130 миллион ытла тенкĕ пăхса хăварнă.

Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн черетлĕ кăларăмĕнче.

Теги: 

Комментари хушас