Старейшинăсен канашĕн членĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

23 Кăрлач, 2020

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Старейшинăсен канашĕн членĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттерчĕ. Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев хутшăнчĕ. Тĕлпулу Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне çуллен яракан Çырăва сÿтсе явнинчен пуçланчĕ.

«Çыру тĕллевĕ - халăха упрасси, - терĕ Михаил Игнатьев. - Эсир - чун-чĕрепе пуян та вăйлă çынсем, çак сăмахсем мĕне пĕлтернине ăнланатăр. Эпир çакна шутларăмăр: мĕн пур социаллă тÿлевсене тивĕçтерме 2020 çулта республикăна федераци инвестицийĕсене тата хушса 5 млрд, 2021 çулта 7 млрд тенкĕ куçараççĕ. Çакна пĕтĕмпех çемье институтне çирĕплетме явăçтарăпăр».

«Социаллă ыйтусене, çынсене лайăхрах хÿтĕлес ĕçе уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма тахçанах вăхăт çитнĕ. Эпир, Канаш членĕсем, çак тĕллеве ырласа йышăнатпăр», - пĕлтерчĕ Канаш председателĕ Лев Кураков.

Канаш членĕсем Владимир Путин Раççей Конституцине кĕртме сĕннĕ улшăнусене сÿтсе яврĕç, Михаил Игнатьевран Патшалăх Канашне яма хатĕрлекен Çырура çамрăксемпе ĕçлессине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтрĕç.

Тĕлпулăва хутшăннисем Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлассипе, Шупашкара хăтлассипе хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç. Хулари пĕр урама Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ пулнă Семен Сайкин ятне пама сĕнчĕç.

Канаш членĕсем Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ирттерекен тĕлпулусем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă, ветерансен юхăмне пулăшса пынăшăн ăна тав турĕ тата «Чăваш Республикинчи ветерансен юхăмĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медальпе наградăларĕ. Канаш членĕсене Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа хатĕрленĕ сехет парса чысланă. «Эсир - пирĕн «шур сухалсем», - терĕ Михаил Игнатьев. - Çак парнене сире чи малтан парса хавхалантаратпăр…»

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас