Сталинран Тав хучĕ илнĕ ветеран

8 Çу, 2014

Канаш районĕнчи Пушарпуçĕнче пурăнакан Степан Потапов 99 çулта. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнăскер çамрăклăхне асран кăлараймасть. Степан Потаповича хăрушă та асаплă çав çулсене куç умне тепĕр хут кăларма ыйтрăм.

Ветеран 1915 çулта раштавăн 20-мĕшĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. 7 класс пĕтерсен ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрес ĕмĕтпе çунатланнă. Экзаменсене те «5» паллăпа тытнă. Шел те, çи-пуç тата укçа-тенкĕ çуккипе Степан Потапович аслă пĕлÿ илеймен. 1937-1940 çулсенче Минскри çар училищинче вĕреннĕ. Виçĕ çул хĕсметре тăнă. Унăн ашшĕпе амăшĕ ватă пулнă. Степан Потапович каласа кăтартнă тăрăх - вĕсем иккĕн çеç пурăннă, хăйсем кăна тухса та çÿреймен. Шывне те кÿршĕ-аршă ăсса панă. Салтак çывăх çыннисемшĕн питĕ куляннă. Вĕсене ун чухне пенси те тÿлемен-çке. Степан Потаповичăн пиччĕшĕсем Граждан вăрçинче пуç хунă, теприсем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.