Спутник хула уявра савăнчĕ

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем паян, çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче, хула 58 çул тултарнине анлăн палăртрĕç.

Андриян Николаев космонавт ячĕллĕ тĕп стадионта иртнĕ савăнăçлă уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов хутшăнчĕç.

Михаил Васильевич вун-вун çул каялла çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитнĕ халăх нимĕнле йывăрлăхаг пăхмасăр малалшăх пирки çирĕп шухăшласа пĕр ĕмĕт-тĕллевпе пурăннине, кĕске вăхăтрах промышленность вăйлă аталаннă хула çĕкленнине палăртрĕ. "Çĕнĕ Шупашкар çамрăк пулин те унăн историйĕ пуян", - терĕ Михаил Васильевич. Вадим Иванович кунти юланутçăсен спорт шкулне ăратлă ăйăр парнеленине çирĕплетекен сертификат пачĕ. Николай Владимирович Ананьевсем патĕнче пулса курнă. "Кунта ултă ача çитĕнет. Нумай ачаллă çемьесене пула хула çамрăклансах, халăх йышĕ пысăклансах пырать", - терĕ вăл.

50 ытла урама пĕрлештерекен хулара 1961 çултах 89 çĕнĕ çемье чăмăртаннă, 161 ача çуралнă. Паян вара вăл халăх йышĕпе республикăра иккĕмĕш хула шутланать.

Савăнăçлă каçа Раççей халăх артисткипе Светлана Лазаревăпа пĕрле илемлĕ пултарулăх ушкăнĕсен ăстисем юрă-ташăпа илемлетрĕç. 

Валентин ГРИГОРЬЕВ. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕксем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас