Спортпа туслисем йĕлтĕр çине тăчĕç

14 Нарăс, 2016

Паян пĕтĕм çĕршывĕпе «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту иртрĕ. Чăваш Енре пурăнакансем те йĕлтĕр çине тăчĕç. ЧР Спорт министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - кăçалхи чупăва 26 районпа хулара 56 пин йĕлтĕрçĕ хутшăннă.

Тĕп старт яланхи пекех Шупашкарта пулчĕ. Йĕлтĕр спортне юратакан 15 пин çын кăçал А.Ляпидевский ячĕллĕ аэроклуб территорийĕнче тупăшрĕ. Вĕсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков тата ăмăртăвăн тĕп судйи, РФ спорт мастерĕ Евгений Петров биатлонист саламларĕç.

«Йĕлтĕр йĕрĕ» спорт уявĕ пулса тăчĕ. Ку ăмăрту çынсене çывăхлатать, çемьесене çирĕплетет, ĕç коллективĕсене пĕтĕçтерет. Пирĕн республикăра спортпа кăсăкланакансен йышĕ ÿссе пыни савăнтарать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансемпе çамрăксене спорта юратма вĕрентекенсене пысăк тавĕ. Çитĕнекен ăру сывă та хастар пуласса пирĕнтен нумай килет. Сывлăх чи пысăк пуянлăх пулнине нихăçан та манмалла мар». - терĕ Михаил Васильевич старта тухас умĕн.

Яланхи пекех ăмăрту ВИП-чупуран пуçланчĕ, унта министрсем, депутатсем, предприятии-организаци ертÿçисем хутшăнчĕç. Чылайăшĕ 3 километрлă дистанцире вăй виçрĕç, профессионалсем вара 5 тата 10 çухрăма парăнтарчĕç. Чи пултаруллисене медальсемпе, парнесемпе, кубоксемпе тата дипломсемпе чысларĕç. «Чи çамрăк йĕлтĕрçĕ» ята 5-ри Мария Немцевăпа Сергей Бочков тивĕçрĕç. Чи сумлисем вара яланхи пекех Миранда Кольцовăпа Леонид Никифоров тата Вера Орлова пулчĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ

 

Рубрика: