Спорт — тĕп вырăнтах

31 Юпа, 2016

Çапла пĕтĕмлетрĕç юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче иртнĕ ЧР Физкультура тата спорт министерствин коллегийĕнче. 2017 çулта спорта аталантарма республика бюджетĕнчен кăçалхинчен сахал мар укçа-тенкĕ уйăрнă. Министерствăн анлă ларвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

ЧР физкультура тата спорт министрĕ Сергей Шелтуков Чăваш Республикинче «Физкультура тата спорта аталантарасси» патшалăх программи епле пурнăçа кĕни пирки каласа кăтартрĕ. ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев республикăри шкулсенчи 100 ытла спортзала тĕпрен юсани пирки пĕлтерчĕ. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова спорт шкулĕсене тата ăмăртусене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйту çинче чарăнса тăчĕ.

Р.ВЛАСОВА.

 

Рубрика: 
Автор: