Спорт — пĕрлештерекен хăватлă вăй

21 Пуш, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче ЧР патшалăх влаçĕпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен физкультурăпа спортăн 15-мĕш спартакиадин йĕлтĕрпе чупакансен ăмăртăвне савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăннă.

Мероприятие ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, Пĕтĕм Раççейри "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Правительство членĕсем, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата чылай муниципалитет ертÿçисем хутшăннă.

Спорт уявне пынисене саламланă май, Михаил Игнатьев патшалăх влаçĕн органĕсен спартакиадине ирттересси ырă йăлана кĕнине палăртнă. "Паян кунта — спортпа сывлăхăн чăн-чăн уявĕ. Йĕлтĕрпе ярăнма юратакансем спартакиадăна çемйисемпе, ачисемпе килни кăмăла çĕклет. Эсир кунта пурнăç вăйне пуянлатма, ырă туйăм илме, пĕр-пĕринпе хутшăнма, спорт пĕрлĕхĕн чĕмне туйса илĕр. Çакă пире вăй парĕ тата тухăçлăрах ĕçлеме пулăшĕ. Спорт — пĕрлештерекен хăватлă вăй!" — палăртнă Михаил Игнатьев.

Старта чи малтан VIP-чупăва хутшăнакансем тухнă. ЧР прокурорĕ Сергей Легостаев пĕлтернĕ тăрăх — вĕсен команди кунашкал ăмăртăва пĕрремĕш хут хутшăннă. "Йĕлтĕрпе ярăнма паян çанталăк питĕ лайăх, трассăна аван хатĕрленĕ! Кунашкал мероприятисем чуна çирĕплетеççĕ, çĕнтерÿ патне ăнтăлма хистеççĕ", — палăртнă финиша çитсен Сергей Легостаев.

Спартакиадăна виçĕ ушкăнпа — ЧР патшалăх влаçĕсен, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен тата федераци органĕсен ĕç тăвакан влаçĕсен Чăваш Енри территори органĕсен — ирттернĕ. Ăмăрту çĕнтерÿçисем çаксем: Чăваш Ен Патшалăх техника надзорĕ /пĕрремĕш вырăн/, ЧР Патшалăх Канашĕ /иккĕмĕш/, ЧР Ял хуçалăх министерстви /виççĕмĕш/.

Н.ГЕОРГИЕВА

ФОТОРЕПОРТАЖ

Рубрика: