"Спартака" çĕнетме — 40 миллион ытла тенкĕ

Шупашкарти "Спартак" стадиона реконструкцилеме федераци бюджетĕнчен 40,44 миллион тенкĕ уйăрма йышăннă. Çакна çирĕплетекен документа РФ премьер-министрĕ Дмитрий Медведев алă пуснă, çĕршыв Правительствин сайтĕнче пичетленĕ.

Укçана футбол енĕпе 2018 çулта иртекен Тĕнче чемпионатне хатĕрленмелли программăпа килĕшÿллĕн уйăрма палăртаççĕ. Кунсăр пуçне Чăваш Республикин бюджетĕнчи 11 миллион тенкĕпе стадиона çĕнетме усă курĕç.

2018 çулхи Тĕнче чемпионатне çĕршыври вунпĕр хула — Мускав, Калининград, Санкт-Петербург, Волгоград, Хусан, Чулхула, Самар, Саранск, Дон çинчи Ростов, Сочи, Екатеринбург — йышăнать. Раççейĕн чемпионата хутшăнакан командăсем валли пурăнма тата тренировкăсем ирттерме 64 база, çавăн пекех хăна çурчĕсенче 60 пин ытла вырăн хатĕрлемелле.

Шупашкарта икĕ тренировка бази вырнаçĕ. Пĕри — "Спартак" стадионта "Волга Премиум отель" хăна çурчĕпе пĕрле, тепри — "Олимпийский" стадионта "ДИС" отельпе пĕрле. Тĕнче стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн тренировка лапамĕнче курăк ÿсмелле, ăна шăвармалли хатĕрсем, 500 ытла вырăнлă, тăррине витнĕ трибунăсем, хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсен лаптăкĕ 100 тăваткал метртан кая мар, пресс-конференцисем ирттермелли 100 вырăнлă пÿлĕм тата фотографсемпе телекурав ĕçченĕсем валли ятарлă лапамсем пулмалла, инçех мар "тăватă çăлтăр" шайĕнчен пĕчĕк мар хăна çурчĕ вырнаçмалла.

Раççей Спортминĕ çирĕплетнĕ футбол енĕпе Тĕнче чемпионатне ирттерме хатĕрленмелли программăна пурнăçламалли план-графикпе килĕшÿллĕн 2017 çулта "Олимпийский" стадиона реконструкцилеме те федераци бюджетĕнчен субсиди пама палăртаççĕ.

В.БАГАДЕРОВА.

 

В.БАГАДЕРОВА