София Мускавра та мала тухнă

1 Чÿк, 2016

София Ермолаева Шупашкарти 49-мĕш вăтам шкулта 7-мĕш В класра вĕренет. Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыраканскер пĕчĕкренех ташлама тата юрлама юратать.

2010 çултанпа хăйĕн пултарулăхне Трактор тăвакансен культура керменĕ çумĕнчи «Сингл» студире туптать. София — республикăри «Мехел» ача-пăча конкурсĕн 2012 çулхи çĕнтерÿçи.

Çак кунсенче хĕрача хăйĕн черетлĕ çĕнтерĕвне Мускавра кĕтсе илчĕ. Унта Пĕтĕм Раççейри тăван чĕлхене вĕрентекенсен ăсталăх класĕ иртрĕ. «Вĕренекенсен тăван чĕлхепе туптакан пултарулăхĕ» енпе «Вокал пултарулăхĕ» номинацире 11-16 çулсенчи ачасен хушшинче Чăваш Ен хĕрачи иккĕмĕш вырăна тухнă. София /Чăваш эстрада юрăçин, кулăш ăстин Петр Ермолаевăн хĕрĕ конкурсра Вероника Арисовăн «Çăлтăрсем» юррине шăрантарнă.