«Сочи – 2015» Пĕтĕм тĕнчери инвестици форумне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

4 Юпа, 2015

Юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче «Сочи – 2015» Пĕтĕм тĕнчери инвестици форумне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев  ирттернĕ канашлăва Раççей Правительствин членĕсем, РФ субъекчĕсен ертӳçисем, ют çĕршыври тата хамăрăн компанисен представителĕсем, бизнес-пĕрлешӳ членĕсем хутшăннă.   Ларура Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев  хăйĕн докладĕнче çĕршыв экономикишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме май паракан тăватă çул-йĕр пирки каланă. «Инвестици явăçтарасси, импорта улăштарасси, патшалăх управленийĕн пахалăхĕ тата бюджет политики - шăпах та çаксем çинче пирĕн ытларах чарăнса тăмалла», - тенĕ Дмитрий Медведев. Раççей Федераци Правительствин Председателĕ  политика çыхăнăвĕсенчен те ытларах бизнес представителĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ тенĕ. "Çĕнĕ шухăшсене, проектсене пурнăçа кĕртес ĕçре бизнес витĕм кӳрет, вĕсем çынсене валли кирлĕ пек ĕç вырăнĕсем хатĕрлеççĕ", - тенĕ вăл, влаç тытăмĕнче вăй хуракансем тата бизнесра тăрăшакансем умне çивĕч ыйтусем лартнă.  Палăртма кăмăллă: Чăваш Республикинче социаллă пурнăçпа экономика çирĕп аталантăр тесе тĕп пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассипе çине тăрса ĕçлеççĕ. Раççей Президенчĕ 2012çулта çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указĕсене пурнăçа кĕртессипе сахал мар ĕç пурнăçланă. Кредитсен парăмне ӳстерсе ярас мар тесе те ĕçе кирлĕ пек йĕркеленĕ. Патшалăх программисем («çул-йĕрсен карттисем») туллин пурнăçланаççĕ. Шăпах та вĕсенчен, республикăн экономики епле аталанни  курăнать. Социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене туллин тивĕçтерни те çакнах çирĕплетсе парать.

Рубрика: