Сителте пирвайхи ракетчиксене асăнса палăк уçнă

Аслă Çĕнтерÿ уявĕ умĕн ĕнер, çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Канаш районĕнчи Сителте «Град-1» реактивлă хатĕрĕн пĕрремĕш ракетчикĕсене асăнса палăк уçнă.

1941-1945 çулсенчи ракетчиксенчен пĕри — çак ялта 1916 çулта çуралнă Дмитрий Матвеев. Ăна Хĕрлĕ Çара 1937 çулта илнĕ, çыхăну ĕçне вĕреннĕскер артиллери подразделенийĕн радиостанци ертÿçи пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах ăна Хĕрлĕ Çара мобилизациленĕ.

«Град-1» — Аслă Çĕнтерÿ хыççăн А. Ганичев тĕп конструктор ертсе пынипе пуçтарнă черетлесе çулăм кăларса яракан реактивлă хатĕр. Ăна Совет Çарĕ валли 1963 çулта йышлăн кăларма тытăннă. Унпа пирĕн çар 1969 çулта Китайпа СССР хушшинчи хирĕçÿре, каярахпа Анголăра, Афганистанра, Ливанра, Сомалире, ытти çĕршывра усă курнă.

Чăваш Ен валли пĕр «Град» уйăрттарас ыйтăва Канаш районĕнче çуралса ÿснĕ Раççей Геройĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант Оборона министерствин яваплă çыннисемпе калаçса татса панă. Ăна Сителе илсе килессине Канаш районĕн администрацийĕ ертсе пынипе йĕркеленĕ.

Митинга Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов уçнă. Митинга ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Канаш хулин мэрĕ Владислав Софронов, республикăн çар комиссарĕ Александр Мокрушин полковник тата ыттисем хутшăннă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне Николай Якимова, Ямаш ялĕнче пурăнаканскере, Раççей Геройĕ Н. Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч шкулĕн кадет класĕнче вĕренекенсене пĕрремĕш ракетчиксене асăнса лартнă палăка уçма ирĕк панă.

Николай ГАВРИЛОВ, Раççей Геройĕ:

Паянхи уявра манăн туссем — пĕтĕм Раççейри çамрăксене пĕлÿ паракан çар-спорт организацийĕсен тата кадетсен «Союз-2017 — Çĕнтерÿ эткерçисем» корпусĕсен хастарĕсем: Казахстанран, Кăркăстанран, Латвирен, Литваран, Эстонирен, Болгарирен. Вĕсемпе уявра пĕрле пулнишĕн савăнатăп.

www.hypar.ru

 

Юрий МИХАЙЛОВ. CAP.RU порталти сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас