"Сирĕн малашлăхлă предприяти йышлă"

18 Çурла, 2015

Шăматкун Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев РФ Президенчĕ çумĕнчи предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйпа Борис Титовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçăва çавăн пекех ЧР предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйĕ Владимир Иванов хутшăннă.

Михаил Васильевич республикăра пĕчĕк тата вăтам бизнес йывăрлăхсене пăхмасăр малалла аталанни çинчен каланă. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре 53 пин предприниматель ĕçлет. Вăл регионсен инноваци аталанăвĕн рейтингĕнче республика 5-мĕш вырăн йышăнни пирки пĕлтернĕ, Чăваш Енре "Тава тивĕçлĕ предприниматель" ятпа пултаруллă бизнесменсене хавхалантарни çинчен каланă.

Борис Титова çак тĕслĕх килĕшнĕ. "Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен, налуксене йĕркеллĕ тÿлесе пыракан, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелекен çынсен хăйсен награди пулмаллах. Çак ыйтăва Раççей Президенчĕн шайĕнче çĕклĕп - кунашкал ят федераци шайĕнчех пултăр", - тенĕ вăл. Хăна Чăваш Енре малашлăхлă çĕнĕ предприяти нумаййине ырласа палăртнă. Çĕнĕ Шупашкарти хытă каяшсене утилизацилекен полигонпа паллашнине кура ку ĕç чăннипех пысăк пĕлтерĕшли çинчен каланă: "Эсир çĕнĕ шая çĕкленетĕр - çĕнĕ комплекс тăватăр, унта каяшсене çĕнĕ технологисемпе усă курса тирпейлĕç".

***

Çав кунах Михаил Игнатьевпа Борис Титов Атăл тăрăхĕнчи çамрăк предпринимательсен Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ пĕрлехи ларăвне хутшăннă. Унта бизнес-пуçарусене патшалăх енчен пулăшмалли мерăсемпе, предпринимательсен хастарлăхне хавхалантармалли механизмсемпе Чăваш Енре мĕнле усă курни çинчен Михаил Игнатьев хăй тата экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин каласа панă.

Михаил Васильевич юлашки тăватă çулта патшалăх 1,35 млрд тенкĕлĕх пулăшу кÿнĕ май Чăваш Енре предпринимательсен йышĕ ÿсни, инноваци таварĕсен калăпăшĕ пысăкланни çинчен пĕлтернĕ. ЧР Правительстви предпринимательсемпе калаçма, вĕсем валли тивĕçлĕ условисем йĕркелеме яланах хатĕр.

Ларура бизнеса пырса тивекен çивĕч ыйтусене çĕк-ленĕ. Çав шутра - финанс ресурсĕсем çителĕксĕрри, инфратытăм тивĕçлĕ шайра пулманни тата ыт.те.

Борис Титов паянхи экономика условийĕсенче регионсен, муниципалитетсен влаçĕсенчен нумай килнине палăртнă. "Чăваш Ен ертÿçисем бизнес-пĕрлĕхпе алла-аллăн ĕçлени, ăна пулăшма тăрăшни куçкĕрет", - тенĕ вăл. Регионта аграри политикин ăнăçлăхĕ çинчен уйрăммăн каланă: "Чăваш Ене самолетпа вĕçсе килтĕм. Хам куçпа куртăм: уйсенче тырпул çитĕнет, пур çĕрте те ĕççи пырать, эппин, апат-çимĕç тĕлĕшпе çивĕчлĕх пулмĕ".

Юлашкинчен Михаил Игнатьев тата Раççей Çамрăк предпринимательсен ассоциацийĕн çумпредседателĕ Андрей Спиридонов ЧР Министрсен Кабинечĕпе ассоциаци тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă.

Д.АНДРЕЕВ.

Автор: