Шупашкарти вăй агрегачĕсен завочĕ кал-кал аталанать
2 Apr, 2019 | Экономика

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян, ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Шупашкарти вăй агрегачĕсен заводне çитсе цехсем тăрăх çÿрерĕ тата коллективпа тĕл пулчĕ. Çавна май «Ĕç тухăçлăхĕ тата халăха ĕçпе тивĕçтересси» наци проекчĕ епле пурнăçланнипе паллашрĕ.

Республика — приоритетлă çак проекта пурнăçлама пĕлтĕр чи малтан пуçăннă регионсенчен пĕри. Унта хутшăнтармашкăн 60-тан кая мар предприятие явăçтарма тĕллев лартнă. Вĕсен çак хаклавра пулмалла: тупăшĕ 400 миллионран пуçласа 30 миллиарда çити таран, экономикăн çак отраслĕсене — тирпейлекен производство, ял хуçалăхĕ, строительство, тавар турттарасси тата упрасси — кĕмелле, предприятин устав капиталĕнче ют çĕршыв капиталĕн тÿпи 25% иртмелле мар. Ĕç тухăçлăхне хăпартас тĕллевпе палăртнă мероприятисене пурнăçлама федерацин компетенци центрне туса хунă. Пĕрремĕш тапхăра кĕртнĕ «Сеспель» предприятипе вăй агрегачĕсен заводне экспертсем 2018 çулхи раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче старт панă.

Унтанпа 4 уйăха яхăн иртрĕ. Заводра мĕн улшăннă-ха? Михаил Игнатьева çавă кăсăклантарчĕ те. Дмитрий Сидоров гендиректор республика ертÿçине цехсенчи лару-тăрупа, малтанхи çитĕнÿсемпе паллаштарчĕ. Ÿсĕм Чăваш Ен ертÿлĕхĕ, уйрăмах экономика аталанăвĕн министерстви тĕллевлĕ пулăшнинчен килнине пĕлтерчĕ.

Михаил Игнатьев наци проктне пула ĕçре вăхăт 10-20% перекетленнине, ăна пула ĕç тухăçлăхĕ ÿснине, шалăва хăпартма майсем пуррине палăртрĕ. «Федерацин компетенци центрне йĕркелесе эпир питĕ тĕрĕс турăмăр, — терĕ. — Завод халĕ кал-кал аталанать».

www.hypar.ru

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас