Шупашкарти "Колосок" - 2015 çулта уçăлнă 5-мĕш ача сачĕ

25 Раштав, 2015

Шупашкарти Калинин районĕнче вырнаçнă 78-мĕш ача сачĕ - "Колосок" - тĕпрен çĕнетнĕ хыççăн раштавăн 25-мĕшĕнче уçăлчĕ. Çак ятпа асăннă вĕренÿ организацийĕнче кунта савăнăçлă пуху иртрĕ. Унта Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Унпа пĕрлех уява РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен Комитечĕн предсадетелĕн заместителĕ Алена Аршинова, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов килсе çитрĕç.

Юлашки çулсенче республикăри садиксенче 21,5 пин çĕнĕ вырăн йĕркеленĕ. Вĕсенчен 7 пин ытларахăшĕ - тин тунă садиксемпе реконструкциленĕ организацисенче.

Раççей Правительстви пулăшнипе тата "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин "Ача сачĕсем - ачасене" проекчĕ хута кайнипе паян Чăваш Енре шкулчченхи вĕренĕве 1-7 çулсенчи ачасен 79 процентне явăçтарма май килнĕ.

- Республика Пуçлăхĕн командипе пĕрле эпир ачасем паха пĕлÿ илччĕр тесе малашне те пур енлĕн тăрăшăпăр, - терĕ савăнăçлă пухура Алена Аршинова.

Анна КУПРИЯНОВА

Рубрика: