Шупашкартан - ашшĕ çуралнă тăрăха
21 Aug, 2015 | Спорт

Çак кунсенче Чăваш Ене Раççейри паллă велоçулçÿревçĕ Алексей Орлов килсе кайнă.

Челябинск çынни хăйĕн харсăрлăхĕпе темиçе çул каяллах чапа тухнă. Ун чухне вăл Байкал кÿллине çити чупнă. 2014 çулта А.Орловăн черетлĕ çулçÿревĕ Курган облаçĕнчи Шадринск поселокĕнчен Крыма çити выртнă. Çулçÿрев вăхăтĕнче çула май вăл çĕршыври паллă вырăнсене çитсе курнă. Яланхи пекех фотоаппаратпа ÿкере-ÿкере илнĕ, кайран Шадринскра сăнÿкерчĕксен куравне йĕркеленĕ.

Кăçал вара вăл çул çÿреме велосипед вырăнне автостоп суйласа илнĕ. Ку хутĕнче те старт Шадринскрах пуçланнă. Ку тăрăх - Раççейри паллă çулçÿревçĕн, географăн, Çĕпĕр тĕпчевçин Константин Носиловăн çуралнă кĕтесĕ. Çулçÿрев вăхăтĕнче А.Орлов пушкăрт поэчĕн Мустай Каримăн тăван ялĕпе - Кляшево салипе, пушкăртсен тĕп хулипе Ĕпхÿпе паллашнă. Унтанах вăл Шупашкара килсе çитнĕ.

Чăваш Енри пĕрремĕш кунхине çулçÿревçĕ хулари тĕрлĕ вырăнта пулнă. Ăна уйрăмах Василий Чапаевăн музейĕ килĕшнĕ. Экскурси хыççăн вăл пирĕн республикăри Общество палатин председателĕпе Алексей Судленковпа курнăçнă. Тĕлпулура хăйĕн çулçÿревĕсем çинчен каласа панă.

- Юлашки вăхăтра национализм ыйтăвĕ питĕ çивĕчленчĕ, çавăнпа халăхсен хушшинчи çыхăнăва тата туслăха çирĕплетес ĕçе вăйлатмалла. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни пурнăçа тăсать, ĕçлеме вăй-хал хушать, анчах спорт мероприятийĕсем чылай йĕркелеççĕ пулин те паянхи çынсем çак чăнлăха ăша хывасшăнах мар. Çемье пахалăхĕсем çухалса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар: ачисемпе ашшĕ-амăшĕ, упăшкипе арăмĕ, ватăсемпе çамрăксен хушшинчи çыхăну-хутшăнусем япăхлансах пыраççĕ. Çак енсене аталантармалли куçкĕрет. Çавăн пекех паянхи обществăра патриотизм туйăмĕ «çитсех» каймасть, уйрăмах çитĕнекен ăрăвăн. Вĕсем тăван çĕршыв пуласлăхĕ çинчен шухăшласах каймаççĕ. Ку енĕпе те ĕçлемелли ыйту пайтах, - палăртнă çулçÿревçĕ.

Тепĕр кун А.Орлов республикăри экологипе географи пĕрлешĕвĕсен представителĕсемпе тĕл пулнă. Унта вĕсем тавралăха упрас тата çемье традицийĕсене çирĕплетес ыйтусене сÿтсе явнă. Çулçÿревçĕ хăйĕн тăван тăрăхĕнче - Челябинск облаçĕнчи Миасс хулинче - çамрăксемпе ачасен «Сибиряк» пĕрлешĕвĕн /Чăваш Енри шкул лесничестви евĕрлĕ тытăм/ ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панă. Çăлкуçсене упраса хăварас ыйту пирĕн патра та питĕ çивĕч, çавăнпа вăл тĕлпулăва хутшăннисене республикăра çакнашкал юхăм йĕркелеме сĕннĕ.

«Чăваш Енĕн маттур та пултаруллă çыннисем çинчен эпĕ пĕрре мар илтнĕ. Ку сăмах тĕрĕс пулнине кунта килсе курсан ĕнентĕм. Чăн та, республикăра ырă кăмăллă та тарават çынсем пурăнаççĕ. Хулара ăшшăн кĕтсе илессе шухăшламанччĕ. Пысăк хуласенчи çынсем кăнттамрах та чунсăртарах пулнине пĕрре мар курнă эпĕ», - тенĕ хăна. Шупашкарпа сывпуллашнă хыççăн А.Орлов малалла çул тытĕ. Унăн çулçÿревĕ ашшĕн çуралнă тăрăхĕнче - Санкт-Петербургра - вĕçленмелле.

Мĕншĕн Общество палатин тата республикăри тĕрлĕ пĕрлешÿсен представителĕсемпе кăна курнăçать-ха хăна? Хăй каланă тăрăх - унăн шухăшĕсем общество хастарĕсен тĕллевĕсемпе тÿр килеççĕ.

А.МИХАЙЛОВ

А.МИХАЙЛОВ