Шупашкарта тутарсен Сабантуйĕ иртнĕ

Ĕнер, çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Шупашкарта тутарсен Сабантуйĕ иртессине эпир пĕлтернĕччĕ. Аса илтерер: кăçал та уява Лакрей вăрманĕнче пуçтарăннă.

Ака-суха уявне пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ ячĕпе ЧР Патшалăх Канашĕн Ертÿçи  Валерий Филимонов ырă суннă. Саламра палăртнă тăрăх, халăх уявĕсене ирттерни нумай нациллĕ патшалăхра туслă пурăнакансен культурине сума сунине пĕлтерет. Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов  та телеграмма янă. 

Лакрей вăрманĕнчи уява тăван республикăмăрти ытти тÿре-шарапа пĕрлех кÿршĕллĕ регионтан килсе çитнисем те хутшăннă. Унта пухăннисем юрă-ташăпа, спорт ăмăртăвĕсемпе киленнĕ, тутарсен наци апат-çимĕçне ас тивме май пулнă. 

www.hypar.ru

ЧР Патшалăх Канашĕн сайтĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Комментари хушас