Шупашкарта тĕнче чемпионачĕ иртĕ-и?

19 Чÿк, 2015

Нумаях пулмасть çеç Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе Европăн команда чемпионачĕ иртнĕччĕ. Çак ăмăртăва çÿллĕ шайра йĕркеленине пирĕн республикăна килнĕ сумлă хăнасем пĕрре мар палăртрĕç. Тепĕр çул тĕп хуламăрта хăвăрт утас енĕпе тĕнче команда чемпионачĕ иртмелле. Анчах çак кунсенче уяр çанталăкра аслати çапнăн хыпар янăрарĕ: Çăмăл атлетика федерацийĕсен Пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕ Раççей спортсменĕсене тĕнче шайĕнче иртекен ăмăртусенчен хăтарнă. Пĕтĕм тĕнчери антидопинг агентстви хăйĕн докладĕнче пирĕн çĕршывра антидопинг енĕпе йĕркене пăсни çинчен пĕлтернĕ. Малалла вулас...

Рубрика: