Шупашкарта Литература çулталăкĕ уçăлчĕ

6 Нарăс, 2015

Иртнĕ эрне вĕçĕнче Шупашкарти Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче Раççейри Литература çулталăкĕ тата Чăваш Енри К.В.Иванов çулталăкĕ пысăк уяв концерчĕпе уçăлчĕç. Унта писательсем, библиотека ĕçченĕсем, кĕнеке кăларакансем, вĕрентекенсем, литературăна юратакансем хутшăнчĕç.

Паллă пулăмпа хула çыннисене Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламларĕ. Вăл палăртнă тăрăх - пĕлтĕр, Культура çулталăкĕнче, тĕп хулари культура учрежденийĕсене тĕпрен юсама тата модернизацилеме укçа-тенкĕ икĕ хут ытларах уйăрнă пулнă. Кăçал та культурăна тивĕçлĕ шайра тытса тăма шантараççĕ.

- 2015 çулта укçа-тенкĕ енчен çăмăл пулмĕ, çапах та пирĕн тĕллевсем сулмаклă, библиотека тытăмне çĕнетсе лайăхлатасси те, фондсене пуянлатасси те, мероприятисем йĕркелесси те туллин пурнăçланса пымалла. Çакă пĕтĕмпех кĕнеке вулакансен, литературăна юратакансен йышне ÿстерессипе çыхăннă. Çамрăк ăрупа, уйрăмах шкул ачисемпе, тимлĕ ĕçлемелле. Вĕсенче патриотлăх туйăмне вăйлатмалла,- терĕ хула пуçлăхĕ.

Паллă пулăмпа хула çыннисене тăван культурăпа литературăн паллă çыннисем - Чăваш халăх писателĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Юхма Мишши, Чăваш халăх поэчĕ, "Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валери Туркай, Раççей халăх артисчĕ, Чăваш патшалăх академи симфони капеллин пултарулăх ертÿçи тата тĕп дирижерĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Морис Яклашкин - саламларĕç.

Н.ГЕОРГИЕВА