Шупашкарта инжиниринг центрĕ пулĕ

7 Çĕртме, 2016

Аслă пĕлÿ паракан организацисен никĕсĕ çинче инжиниринг центрĕсем йĕркелесе аталантарас енĕпе пилот проектсене патшалăх енчен пулăшмалли конкурса пĕтĕмлетнĕ. Пĕтĕм Раççейри конкурс çĕнтерÿçисен йышĕнче — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ. Унăн проекчĕ — "Шупашкарта транспорт тата ял хуçалăх машинисене туса кăларакан инжиниринг центрĕ" йĕркелесе аталантармалли Стратеги программи.

Чăваш патшалăх университечĕ конкурсра экспертсен сассине пуринчен те ытларах пухнă. Çак проекта пурнăçа кĕртме университета 2 çул хушшинче 100 млн тенкĕ уйăрса парĕç.

 

Рубрика: